Комментари хушас

27 Кăрлач, 2018

Парăнман хулан паттăрлăхне асра тытса чечек хунă

Паянхи кун, кăрлачăн 27-мĕшĕнче, шăп та лăп 74 çул каялла пирĕн çĕршывра Ленинград хулине блокадăран хăтарнă. Тăван çĕршывăмăр халăхĕн паттăрлăхне, пуç усманлăхне, никама парăнманлăхне çирĕплетсе паракан çак кун ячĕпе паян 11 сехет те 30 минутра Шупашкарта «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Нихăçан сÿнми çулăм патне чечек хунă.

Астăвăм мероприятине çамрăксем, общество хастарĕсем, студентсем, ветерансем, тÿре-шара хутшăннă. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хупăрласа илнĕ хула выçăпа нушалансан та тăшмана парăнманнине вĕсем сума сунине палăртнă. 

Сăмах май, çĕршывăн ытти хулинче те паян тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. 

Теги: