Кун хыççăн кун

31 Кăрлач, 2018

Клавье аппа — 100 çулта

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара пурăнакан Клавдия Кузнецова çак кунсенче 100 çул тултарнă.

Пĕр ĕмĕрхи ватă хăех апат пĕçерет, çăм арлать, кил тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлать. Ăс-тăнĕ çирĕп, сасси янăравлă та уçă унăн. Çуллахи вăхăтра çурчĕ умĕнчи пахчара тĕрлĕ чечек ÿстерме кăмăллать.

31 Кăрлач, 2018

Кин серепи...

Телефон шăнкăртатни Фаинăна шухăш авăрĕнчен туртса кăларчĕ. «Каллех аннÿне кăшкăртаççĕ, каллех хĕнеççĕ ĕнтĕ», — пĕлтерчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнчи пĕр çын. Кăшкăрсах макăрса ячĕ 50 çула çывхаракан хĕрарăм.

31 Кăрлач, 2018

Чĕлхе Германие çитернĕ

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ темиçе çул ĕнтĕ ятарлă программăпа аслă шкулта ăс пухакансене Германири Баден-Вюртембергри тата Баварири фермер хуçалăхĕсене практикăна ярать.

31 Кăрлач, 2018

Ÿсĕр тата питĕ хăрушă

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн тунтикун иртнĕ ларăвĕнче республикăра преступлени тăвассипе кĕрешес тĕлĕшпе 2017 çулта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Наркотик, ĕçкĕ, кальян…

Pages