Ÿсĕр тата питĕ хăрушă
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн тунтикун иртнĕ ларăвĕнче республикăра преступлени тăвассипе кĕрешес тĕлĕшпе 2017 çулта пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
Наркотик, ĕçкĕ, кальян…
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, виçĕм çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр Чăваш Енре регистрациленĕ преступленисен шучĕ 7,5% чакнă. Ырă туртăм куç кĕрет, çав вăхăтрах йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем, наркотик сарнипе çыхăннă тĕслĕхсем нумайланнă. Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ пысăкки те пăшăрхантарать. «Çав çынсенчен чылайăшĕ урă пулнă тăк преступлени те тумастчĕ пуль, — терĕ кун пирки Михаил Васильевич. — Эрех туянас тĕлĕшпе паян чăрмав çук. Çийĕнчен сăмакун, тĕрлĕ суррогат нумаййи лару-тăрăва пушшех çивĕчлетет. Çавăнпа хăш-пĕр енĕпе преступленисен пĕтĕмĕшле йышĕнче ÿсĕрле тунисен тÿпи 70-75% та çитет». Анчах ÿсĕр пулни преступнике тÿрре кăларманни те паллă.
Наркотик сарнипе çыхăннă преступленисен шучĕ тăруках пысăкланни вара кунта Украина çыннисем киревсĕр бизнес пуçарнипе сăлтавланнă. ЧР шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Александр Смирнов пĕлтĕр республикăра наркотик сарнă преступниксен пĕр пĕрлĕхне, каварлашнă 4 ушкăнне сиенсĕрлетнине çирĕплетрĕ. Эппин, полици тĕлĕрмест, çапах ку енĕпе сыхлăха çирĕплетмелли те куç кĕрет. Право хуралĕн органĕсен ĕçне кирлĕ пек тивĕçтерни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Александр Александрович Чăваш Енри участковăйсен 47 пунктне юсав кирли пирки каларĕ. 50 участок уполномоченнăйĕн вара ĕç пÿлĕмĕсем те çук — ку енĕпе те вырăнсенчи влаçсенчен пулăшу кирлĕ. Етĕрне, Çĕрпÿ, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче ку ыйту пушшех çивĕч. Михаил Игнатьев çакна çийĕнчех шута илчĕ, пакунлисем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме муниципалитетсемпе пĕрле республика бюджетĕнчен çурмалла укçа уйăрассине тишкерессине çирĕплетрĕ.
Преступленисене уçса парасси иртнĕ çулта 70% танлашнă. Çын вĕлернипе, хурахла тапăннипе çыхăннă кашни тĕслĕхре айăплисене тупса палăртма пултарнă. Телефонпа, интернет урлă улталанă тĕслĕхсем пĕлтĕр чакнă, апла пулин те çавнашкал ултавçăсем 1,4 пин ытла çынна шăнман пăр çине лартса хăварнă — вĕсен 50 миллион ытла тенкине вăрланă.
Айăплисене тивĕçлипе явап тыттарас ĕç аваннине Следстви комитечĕн республикăри следстви управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов та çирĕплетрĕ. Следстви вĕçленĕ уголовлă ĕçсен шучĕ пысăкланнă пулин те тĕпчев çитменлĕхĕсене кура суд каялла тавăрса панисем сахалланнă. Суд тенкелĕ çине ларнисене тÿрре кăларнă 4 тĕслĕх пулнă — çакă та 2016 çулхинчен сахалрах. Преступленисем кÿнĕ сиене саплаштарассин кăтартăвĕсем самай лайăхланнă. Налук престу-пленийĕсем тĕлĕшпе вăл 97% çитнĕ.
Ĕçкĕпе сăлтавланнă преступлени нумаййи пирки сăмах пуçарнă май Михаил Игнатьев хупахсен ĕçне çирĕп сăнаса тăмалли пирки асăрхаттарчĕ. Кальянпа хăналакансем тĕлĕшпе те тимлĕх кирлĕ. Çук, вĕсене куçран вĕçертмеççĕ-ха. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин 8 организацин эрех сутмалли лицензине туртса илнине çирĕплетрĕ. Пĕтĕмпе вара унашкал лицензипе паян 207 организаци усă курать. Вĕсенчен 61-шĕ талăкĕпех ĕçлет. Хăшĕсене ĕçлеме те чарĕччĕç, анчах Экономика аталанăвĕн министерствин халь ку енĕпе полномочисем ансăр. Çул çитменнисене эрех сутнă, контрафакт тупса палăртнă тĕслĕхсенче кăна лицензие туртса илме пултарать, ытти тĕслĕхре витĕм кÿме çук-мĕн.
Кальян тĕлĕшпе те çавнах каламалла. Хăш-пĕр кафе-ресторан хуçисем министерство ыйтнипе ка-льян кăмăллакансем валли уйрăм пÿлĕмсем йĕркеленĕ-ха. Анчах чылайăшĕ çаплах калать-мĕн: саккун кальян туртма чармасть вĕт… Вĕсем сăйлакан иккĕленÿллĕ хутăшсен тĕслĕхĕсене Роспотребнадзора тĕпчеме панă, анчах Владимир Александрович кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: çак служба сиенлĕ хутăшсем пулнине çирĕплетсе кама та пулин явап тыттарни халĕччен пулман-ха.
Хистеме ирĕк çук
Сыхлăх тенĕрен, вăл наркотиксем, эрех тĕлĕшпе кăна мар, ытти енĕпе те кирлĕ. ШĔМĕн полици пуçлăхĕн общество йĕркелĕхне сыхлас енĕпе ĕçлекен заместителĕ Александр Макаров Президентăн çывхаракан суйлавне хатĕрленнĕ тата ирттернĕ вăхăтра хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтупа сăмах илнĕ май хăш-пĕр вăйсем тĕрлĕ пикет-митинг йĕркелес енĕпе хастарланнине палăртрĕ. Унашкаллисенчен пĕри пĕр сквера санкцилемен митинга тухнă. Пакунлисем йĕркене пăснăшăн 43 çынна тытса чарнă. Çав шутра — çул çитменнисем те. Александр Николаевич саккунсăр çак акци йĕркелÿçине административлă майпа явап тыттарнине пĕлтерчĕ.
Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков ку суйлав кампанийĕ ыттисенчен уйрăлса тăни пирки иккĕленмест. Тĕп уйрăмлăх — çак кампание регистрацилемен кандидат та хутшăнни. ТСК ертÿçи пурпĕр сасăлав йĕркеллĕ иртессе, киревсĕр вăйсем суйлава чăрмантараймасса шанать. Çапах хăйĕн сăмахĕнче вăл йĕркелĕх хуралçисенчен мĕн кĕтнине те палăртрĕ: «Полици ĕçĕ — чарасси, явап тыттарасси кăна мар, граждансен суйлав прависене тивĕçтересси те».
Лару хыççăн çын прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйăн Надежда Прокопьевăн шухăшĕпе кăсă-клантăмăр. Вăл каланă тăрăх, йĕркелĕх хуралçисем тытса чарнисенчен уполномоченнăй ячĕпе никамран та полици йышăннă мерăсем тĕлĕшпе çăхавсем пулман. Санкцилемен митинг ирттерме тăнисем ытти çыннăн, волонтерсен мероприятине пухăннăскерсен, прависене пăсни те куç кĕрет — скверта вĕсене пухăнма ирĕк панă вĕт. «Официаллă майпа кандидат пулма регистрациленмен çын лару-тăрăва пăтратасшăн. Митинг ирттерме тăни — саккуна пăсни. Сасăлав умĕнхи тапхăрта пурне те суйлав саккунĕсене пăхăнас тĕлĕшпе асăрхануллă пулма чĕнсе каласшăн», — терĕ вăл. Малалла вулас...