Клавье аппа — 100 çулта
Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара пурăнакан Клавдия Кузнецова çак кунсенче 100 çул тултарнă.
Пĕр ĕмĕрхи ватă хăех апат пĕçерет, çăм арлать, кил тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлать. Ăс-тăнĕ çирĕп, сасси янăравлă та уçă унăн. Çуллахи вăхăтра çурчĕ умĕнчи пахчара тĕрлĕ чечек ÿстерме кăмăллать.
«Ĕçсĕр ларма пултараймастăп. Акă çăмарлатăп халĕ. Люда нуски çыхса ĕлкĕреймест», — тет вăл.
Кинемее хальхи вăхăтра София йăмăкĕн хĕрĕ Люда пăхать. Клавье аппан хăйĕн ачине утьăкка сиктерме пÿрмен. Аслă пиччĕшĕн 5 ывăлне пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем аппăшне манмаççĕ, тăван килне килсех çÿреççĕ.