- Чăвашла верси
- Русская версия
Чĕлхе Германие çитернĕ
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ темиçе çул ĕнтĕ ятарлă программăпа аслă шкулта ăс пухакансене Германири Баден-Вюртембергри тата Баварири фермер хуçалăхĕсене практикăна ярать. Иртнĕ çул Анна Иванова, Оксана Пыркина, Евгения Харитонова çĕршыври 82 студент йышĕнче Германири Баден-Вюртембергра сакăр уйăх практикăра пулнă. Унтан хĕл енне кăна çаврăнса çитнĕ вĕсем.
Ют çĕршывра практикăра
1991 çултанпа «АграрКонтактеИнтернациональ» /AKI/ организацийĕсемпе Мускаври Менеджмент тата агробизнес академийĕ тунă килĕшÿпе Раççейри аграри студенчĕсене Германие сакăр уйăхлăха практикăна яраççĕ. Унта çулсерен Раççейри ял хуçалăх енĕпе аслă тата ятарлă вăтам шкулсенчи вĕренекен 100 студент хутшăнать. Программăна пурнăçа кĕртме ют çĕршыври фермер хуçалăхĕсем пулăшаççĕ, çамрăксене практика ирттерме йышăнаççĕ. Вĕсемех тăкаксене саплаштараççĕ. «Джон Дир» компани те Германин кăнтăр тăрăхне практикăна килекен Раççей студенчĕсене пулăшать, çавна май ятарлă экскурсисем йĕркелеççĕ. Студентсем фермерсен çемйинче сакăр уйăх пурăнаççĕ, вĕсен хуçалăхĕсенче ĕçлеççĕ, паха опытпа паллашаççĕ.
Çак программăна Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ те хутшăнать. Çулсерен кĕркунне, юпа-чÿк уйăхĕсенче, аслă шкула AKI организацийĕсен представителĕ килет. Вăл Германие практикăна каяс кăмăллă студентсемпе тĕл пулать, конкурсăн пĕрремĕш турне ирттерет. Çапла, ют çĕршыва ĕçлеме каймашкăн та пысăк конкурс витĕр тухмалла. Пĕрремĕш турта çамрăксем ял хуçалăх отрасльне пĕлнине, производствăра ĕçлес пултарулăха тата ыттине тĕрĕслеççĕ. Паллах, нимĕç чĕлхине те пĕлмелле. Çавăнпа яш-кĕрĕм ятарлă курссенче пĕлĕве ÿстерет, нимĕçле лайăхрах калаçма, ăнланма хăнăхать, ют çĕршыв культурипе, йăли-йĕркипе паллашать. Иккĕмĕш тур вара нимĕç чĕлхипе иртет. Шăпах çакăнта чи пултаруллисене, мал ĕмĕтлисене суйласа илеççĕ.
Сакăр уйăх – сакăр кун пек
Евгения Харитонова телейлисен йышне лексен калама çук савăннă. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче биотехнологи тата агрономи факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет. Хăйне пĕрремĕш курсрах ют çĕршыва практикăна ярасса кĕтмен-тĕр.
— Баден-Вюртемберга ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Çанталăк ăшă, йывăç-тĕм çеçкере, таврара ырă шăршă сарăлнă. Пур çĕрте те таса, илемлĕ. Пире Беблинген хулинче, Штутгартран 25 çухрăмра вырнаçтарчĕç. Виçĕ кун семинарта пултăмăр, — аса илет Евгения Харитонова. — Германире ял хуçалăх отраслĕ мĕнле аталаннипе, вырăнти культурăпа, йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Хăрушсăрлăх техникипе инструктаж тухрăмăр. Ăна Баден-Вюртембергри ял хуçалăх профсоюзĕ ирттерчĕ. Виççĕмĕш кунне Нюртинген хулинче пире йышăнакан çемьесемпе паллашрăмăр. «АграрКонтактеИнтернациональ» организацийĕсен пĕрлешĕвĕсен представителĕсем каланине итлерĕмĕр. Унтан пурте практика ирттермешкĕн хуçалăхсемпе предприятисене салантăмăр.
Германие студентсемпе пĕрле Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн доценчĕ Елена Иванова тата Воронеж облаçĕнчи Острогожскри ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕ Светлана Гор-накова та çула тухнă. Вĕсем студентсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнă, фермер хуçалăхĕсене, предприятисене те çитсе курнă. Кĕтмен ыйтусем сиксе тухсан татса пама пулăшнă.
Евгения Харитонова Кнам çемйине вырнаçнă. Фермер 4 гектар çинчи теплицăра пахча çимĕç, ÿсен-тăран /тулă, сĕлĕ, куккурус /биогаз валли/, курăк /утăлăх/ туса илнĕ. Çак ĕçе вĕсем çемйипех хутшăнаççĕ. Хуçалăхра 5 лаша, 200 чăх, 600 чăх чĕппи. Лашасен йышне 30-а çитересшĕн. Çавна май çĕнĕ вите тума пуçланă.
— Ют çĕршыври практикăна экскурсипе е канупа çыхăнтарни тĕрĕс мар. Чи малтан эпир ĕçлеме, фермерсен пуян опычĕпе паллашма каятпăр-çке. Мана пысăк çемьере ăшшăн йышăнчĕç. «Çемье» тени кунта çывăх тăвана кăна пĕлтермест, çав шута юлташсем, ĕçтешсем, ытти çын та кĕреççĕ. Паллах, ют çĕршывра чĕлхе пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Унсăр хăвна пурнăçран юлнăн туятăн. Пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкес мар тесен вырăнти йăла-йĕркене те пĕлмелле. Ĕçре, канура нимĕçле кăна калаçнă май ыттисене лайăхрах ăнланма тытăнатăн. Саншăн çĕнĕ тĕнче уçăлать тейĕн. Ют çĕршывра практикăра пулни унти ял хуçалăхĕпе туллин паллашма, танлаштарма, паха опыта хамăр тăрăхра пурнăçа кĕртме май парать, — тет хĕр.
,çлеме те: канма та
Германире выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вăйлă аталаннă. Кнам фермер хуçалăхĕ вара пахча çимĕç культурисене ытларах туса илет. Унсăр пуçне улма-çырла, йывăç-тĕм, пучахлă культурăсем çитĕ-нтерет. Вĕсем теплицăра та, уçă йăран çинче те туллиех. Нимĕçсем тар кăларса ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ. Фестивальсене хутшăнаççĕ, ытти хулана кайса курма, лавккасем тăрăх çÿреме те вăхăт тупаççĕ.
— Ирхине кроликсене, чăх-чĕпе тăрантарнă. Лашасене утă хурса панă, тислĕк тасатнă хыççăн сада куçнă. Унта вара хăйĕн йĕрки: тунтикун — томат, ытларикун хăяр йăранĕ çинче тăрăшнă. Юнкун вара сутмашкăн чăх пуснă. Вĕсемсĕр пуçне вак-тĕвек ĕç те туллиех: йăрансене çум курăкран тасатмалла, пахча çимĕç пуçтармалла тата ытти те. Фермер çĕр улми нумай туса илнĕ май ăна та кăларнă. Шеф лайăхчĕ. Вăхăта вĕçĕмех унăн çемйипе ирттернĕ, — аса илет вăл. — Пĕрле Германири паллă вырăнсене, заводсене, крепоçсене çитсе куртăмăр. Францире пулнине мĕнле манăн-ха? Альп тăвĕсем, Эйфель башни, Лувр тата ытти те халĕ те куç умĕнчен каймаççĕ. Эх, тепре кăна куç хĕррипе те пулин пăхса илесчĕ!
Евгения фермерпа техĕмлĕх туянма пĕр предприятие çÿренĕ. Кунта базилика чÿлмекре сутни самай тĕлĕнтернĕ. Инсектицид, фунгицид ытти препарат сутакан фирмăра фермерпа пĕрле се-минарта вĕренни те ахаль иртмен. Унта препаратсемпе мĕнле тата хăш культура валли усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарнă.
— Эпĕ пĕрремĕш хут нимĕç туйĕнче пултăм. Унччен кун пирки шухăшламан та. Паллах, вăл пирĕн йăла-йĕркерен палăрмаллах уйрăлса тăрать. Çĕршыври чи пысăк та илемлĕ Бодензее кÿлĕрен инçе мар пурăннăран унта курма-канма темиçе хутчен те çитрĕм. Çав тери илемлĕ вырăн. Канмалли кунсенче халăх йышлă пуçтарăнать. Шыв хĕррине вырнаçса тавралăхпа киленеççĕ, канаççĕ. Паллă собора та кĕрсе курма тÿр килчĕ. Винт майлă пусмапа хăпарнăçемĕн пуç çав-рăнать, чĕре сиксе тухасла тапать. Тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Практика вăхăтĕнче çĕнĕ юлташсем тупрăм. Çав шутра ют çĕршывран та. Çакна калас килет: çемьесĕр, юлташсемсĕр çак илемлĕхпе туллин савăнаймăн. Маншăн вара Германире Кнамсем тăван çемье вырăнĕнчех пулчĕç. Канмалли кунсенче фермăри лашасемпе, шефпа мотоциклпа ярăнаттăм. Хăш чухне тракторпа çÿреттĕм. Унта йăлтах электроника хуçаланать. Мĕн те пулин сиксе тухсан техника хăй тĕллĕнех чарăнать. Шел, ун пеккисем пирĕн тăрăхра çук-ха. Малалла вулас...
Комментари хушас