Яваплăх вырăнлă тата виçеллĕ пултăр
Прокурорсен тĕрĕслевĕсем пĕлтĕр тĕрлĕ сферăра саккуна пăснин 41,5 пин тĕслĕхне «тÿрлетме» май панă, çав тĕслĕхсемпе 12 пин çынна тĕрлĕ майпа явап тыттарнă, 139 уголовлă ĕç пуçарнă. Çак тата ытти цифрăна паян республика прокурорĕ Василий Пословский асăнчĕ. Прокуратурăн пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетме унăн коллегийĕн анлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.
Регион ертÿçи хăйĕн сăмахне пухăннисене тав тунинчен пуçларĕ. Вăл прокуратурăн çынсен прависене, вĕсен интересĕсене хÿтĕлес тĕллевлĕ ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Çакă халăх влаçа шанассине çирĕплетет. Çав шутра — çынсен ĕç укçин парăмне татас енĕпе йышăннă мерăсем. Влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тĕрлĕ саккун-йышăну кăларассине сăнаса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ — пĕлтĕр прокуратура органĕсен «али» витĕр 1,6 пине яхăн норма акчĕ тухнă.
Михаил Васильевич çавăн пекех Чăваш Енре тĕрĕслев-сăнав органĕсем бизнеса пусмăрласран сыхланмалли мерăсене вăя кĕртес енĕпе те шăпах прокурорсем пысăк ĕç тунине палăртрĕ.
Василий Пословский прокурор доклад тăнă май хăй ертсе пыракан тытăмăн пĕлтĕрхи ĕçне туллин те тĕрлĕ енлĕн хакларĕ — тиркевлĕ самантсем те пулчĕç. Шалăва вăхăтра тÿлеменшĕн предприятисен пуçлăхĕсем тĕлĕшпе 22 уголовлă ĕç пуçарнă. Парăмсен пысăк пайне, 230 миллион тенкĕ ытла, татма май килнĕ. Çапах çивĕчлĕх сирĕлнĕ теме иртерех-ха. Шупашкарти панкрутлăх çулĕ çине тăнă 1-мĕш типографи ĕçченĕсен умĕнчи парăм виçи кăна — 16 миллион тенкĕ патнелле. Типографи пурлăхне сутмалли черетлĕ аукцион нарăсра иртмелле.
Федерацин тĕп инспекторĕн Геннадий Федоровăн сăмахĕнче те прокурорсем хăйсен ĕçĕнче шута илмелли самантсем пулчĕç. Вăл Владимир Путин Президент тĕрĕслев органĕсен бизнеса хĕстерме юраманни пирки асăрхаттарнине аса илтерчĕ. Ку енĕпе, ун шучĕпе, Чăваш Енри улшăнусем чăннипех курăмлă: калăпăр, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем алă усасси патнех çитнĕччĕ, прокурорсем вĕсене явăçтарса «çавра сĕтелсем» ирттерни ыйтăва татса пама пулăшрĕ.