Суйлав кампанийĕ тата çĕнĕлĕхсем

25 Кăрлач, 2018

Суйлав кампанийĕ вăй илсех пырать. Вăл малтанхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать тата мĕнле çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ — çакăн пирки ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пресс-конференцире каласа кăтартрĕ.

Тĕп çĕнĕлĕхсенчен пĕри — çын пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче хăй пропискăра тăракан вырăнта мар, пачах урăх çĕрте пулсан /урăх адреспа пурăнать, командировкăна е отпуска урăх хулана кайнă/ вăл çавăнтах сасăлаять. Александр Цветков каланă тăрăх — çак тĕллевпе гражданинăн кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнчен территорири суйлав комиссине /çывăхра вырнаçнине, каллех пропискăпа мар/ е патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрекен Нумай функциллĕ центра паспортпа каймалла. Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вара — кирек хăш участокри суйлав комиссине. Асăннă пунктсенче çыннăн заявлени çырмалла, унта хăй хăш регионти миçемĕш суйлав участокĕнче сасăлассине кăтартмалла. Территорири тата участоксенчи суйлав комиссийĕсен адресне тата номерне Раççей Тĕп суйлав комиссийĕн сайтĕнче вырнаçтарнă интерактивлă карттă çинче тупма пулать. Заявление килтен тухмасăрах, Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та çырма юрать. Çакнашкал заявление пуш уйăхĕн 12-мĕшĕччен çырмалла. «Çыннăн хăй регистрациленнĕ вырăнта мар, урăх çĕрте сасăласси пирки заявление пĕр хутчен çеç çырма юрать, çавăнпа суйлавçăсен ку утăма тăвиччен тĕплĕн шухăшламалла», — терĕ Александр Иванович.

Чăваш Енре территорисенчи 28 тата участоксенчи 1162 суйлав комиссийĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене компьютерпа тата принтерпа тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлеççĕ. Çак оборудованипе усă курса пĕтĕм протокола малтанхи пек алăпа çырса мар, пичетлесе кăларĕç. Протокола электронлă мелпе /QR-код технологийĕ/ хатĕрленĕрен кăтартусене каярахпа улăштарма май килмĕ. «Раштав уйăхĕн вĕçĕнче республикăна суйлав бюллетенĕсене шутлакан-тишкерекен çĕнĕ йышши 132 комплекс /КОИБ-2017/ кÿрсе килчĕç. Вĕсенчен 125-ĕшĕнпе Шупашкарти суйлав комиссийĕсенче усă курĕç, 7-шĕ — резервра», — терĕ Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ КОИБ бюллетеньсене сканерласа сасăсене хăех шутланине палăртнă май. Вăл суйлавçăсен йышĕ 1 пин çынран ытларах комиссисенче видеосăнав мелĕпе усă курассине пĕлтерчĕ.

Кăçалхи суйлав кампанийĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕ — суйлав участокĕнче вăл ку кандидат майлă çеç мар, общество сăнавçисем те пуласси. Саккунпа килĕшÿллĕн Раççей тата регионсенчи Общество палатисен общество сăнавçисене вĕрентсе хатĕрлеме ирĕк пур. Пирĕн республикăра 2,5 пин общество сăнавçине хатĕрлеме планланă. Пресс-конференцире çавăн пекех суйлав кунĕнчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене те сÿтсе яврĕç.

«2012 çулта çĕршыв Президенчĕн суйлавне пирĕн республикăри суйлавçăсен 73% хутшăннă. Чăваш Енре пурăнакансем кăçал та хастар пуласса шанатăп. Пирĕн тĕллев — суйлава уççăн та саккунпа килĕшÿллĕн ирттересси», — пĕтĕмлетрĕ Александр Цветков.

 

Теги: 

Комментари хушас