Кун хыççăн кун

4 Пуш, 2020

«Амăшĕн хĕвел пулмалла…»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Ÿнер музейĕнче республикăри чи маттур, пултаруллă, хастар хĕрарăм-ертÿçĕсемпе, 5-9 ача ÿстерекен амăшĕсемпе тĕл пулчĕ.

4 Пуш, 2020

Юратнă ĕçре вăхăт иртни сисĕнмест

Йĕпреç райповĕнче тĕлĕнмелле пуçаруллă та хастар ĕçченсем вăй хураççĕ. Ольга Басманцева акă ăсталăхĕпе çĕршыв, тĕнче шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ.
Йывăрлăха, çивĕч конкуренцие пăхмасăр Йĕпреç райповĕ аталану çулĕпе çирĕп утать. Юлашки çулсенче çĕнĕ производство объекчĕсем уçнă, хăватлă оборудованисем туяннă. 2014 çулта кондитер цехĕ хута кайнă май çăкăр-булка, кондитер изделийĕсен ассортименчĕ палăрмаллах пуянланнă. Кунта вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлĕпе мана хаваспах паллаштарчĕç.

3 Пуш, 2020

Пĕрле чухне чăрмав хăрушă мар

Пин-пин çул каяллах çапла шухăшланă пирĕн несĕлсем. Паян та асра тытаççĕ çакна ентешсем. Ăна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетнĕ пулăттăм: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.

3 Пуш, 2020

Çĕрпÿри тасамарлăх тăрăлĕ-и?

Çĕрпÿ хулин тасатакан сооруженийĕсемпе çыхăннă «шăршлă» истори, нумай çула тăсăлаканскер тата республика бюджечĕн вун-вун миллион тенкине сая янăскер, кĕçех шавлă тепĕр çаврăм тума пултарать.

2 Пуш, 2020

Бюджет укçипе тухăçлă усă курмалла

Бюджет укçипе усă курассин тухăçлăхне ÿстермелле — шăпах çак шухăш тĕп вырăнта пулчĕ паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕсен председателĕсемпе, фракци ертÿçисемпе тата депутатсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

Pages