Кун хыççăн кун

Федерацин «Страховани пенсийĕсем çинчен» саккунне ĕçлеме пăрахнă пенсионерсене индексацие шута илнĕ пенси памалли тапхăра чакарма ирĕк паракан улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă документ çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет.

Чрезвычайлă лару-тăру министерстви инкеклĕ лару-тăру пирки асăрхаттарать. Ун пек хыпарсене министерствăн республикăри тĕп управленийĕ çынсен карас телефонĕсемпе те систерчĕ.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Игорь Паньшин Шупашкарти кадет шкулĕпе паллашнă. Малтанах вăл Константин Иванов урамĕнчи кивĕ корпусри юсав ĕçĕсене пахаланă. Ун хыççăн Çĕнĕ-Кăнтăр районта çĕкленекен корпусăн строительствипе паллашнă.

— Ун чухне Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренеттĕм. Анне эрнекун, Мăнкун уявĕ умĕн, Шупашкарти онкологи центрне сывлăхне тĕрĕслеттерме килчĕ.

98 çулти Нина Ильина, Куçма Турхан писателĕн мăшăрĕ, хĕлле — Çĕнĕ Шупашкарта, çулла Шупашкар çывăхĕнчи Типçырма ялĕнче пурăнать. Ватлăхра пĕччен тата кил-çуртсăр тăрса юлнăскере иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕн хĕрĕ Анна Степанова пăхать.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун