Хисеп

Ĕç çыннин çулталăкĕнче Чăваш наци музейĕнче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Айдака халалласа курав йĕркеленĕ. Унăн авторĕ, Чăваш наци музейĕн фончĕн тĕп управçи - Татьяна Гринева.

- Гаражра е уй-хирте кăна ăна тĕл пулатăр, - асăрхаттарчĕç мана Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăхра. Чăн та, техника паркĕнче иккен. Механизатор-семпе пĕрле уй-хир бригадин бригадирĕ те тăрăшать.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕç çыннин çулталăкне халалласа тĕрлĕ отрасльте тăрăшакансене çулталăкĕпех чыслама палăртнă. Нумаях пулмасть çак тĕллевпе тĕп хулара ĕçре çитĕнÿсемпе палăрнă зоотехниксем, дояркăсем, выльăх тухтăрĕсем пулса курчĕç.

Дария Михайлова Муркаш районĕнчи Ятман ялĕнче пысăк çемьере çуралнă. «Эпĕ тăххăрмĕш ача пулнă, - каласа парать вăл. - Аслă пичче Ефрем пединститутра вĕреннĕ, истори учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Хăрушă вăрçă унăн ĕмĕчĕсене аркатнă.

Subscribe to Хисеп