Ячĕ юлчĕ халăхра

Ĕç çыннин çулталăкĕнче Чăваш наци музейĕнче Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза ертсе пынă, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Аркадий Айдака халалласа курав йĕркеленĕ. Унăн авторĕ, Чăваш наци музейĕн фончĕн тĕп управçи - Татьяна Гринева. Курава экспозицисемпе пуянлатма Аркадий Айдак мăшăрĕ Людмила Андреевна тата хĕрĕ Люция пулăшнă. Вĕсем çывăх çыннин докуменчĕсене, сăнÿкерчĕкĕсене, наградисене, япалисене курав валли панă.

Аркадий Айдак Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче 1937 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. 1964-2007 çулсенче «Ленинская искра» хуçалăха ертсе пынă. Çак тапхăрта колхоз самай аталанса çĕкленнĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, хăмла, тырă туса илессипе çĕршывĕпех палăрнă. Ертÿçĕ пуçарăвĕпе эрозие хирĕç çырма-çатрасене 45 гектар лаптăк çине çамрăк хунавсем лартнă. Халĕ кунта самай пысăк вăрман кашласа ларать. 100 гектар çинче 60 пĕве пĕвеленĕ. Аркадий Айдак çут çанталăк пуянлăхĕпе тухăçлă усă курассипе, тăван тавралăха сыхлассипе, ял хуçа-лăх производствине, ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе чылай ĕçленĕ.

2007 çулта ку тăрăхра «Ачак» этнопарк йĕркеленĕ.

1985 çулта ертÿçĕ тăрăшнипе Ачакра «Хресчен çурчĕ» музей уçăлнă. Унăн тĕллевĕ - чăваш йăли-йĕркине, культурине упраса хăварасси, ыттисене паллаштарасси. Шкул, санатори, клуб çурчĕсене йăлтах колхоз шучĕпе тунă. Куравра ертÿçĕн, хуçалăхăн çитĕнĕвĕсемпе туллин паллаштарнă.

Фойере лаша кÿлмелли хатĕрсене те асăрхама тÿр килчĕ. «Ленинская искра» колхозра хăй вăхăтĕнче ăратлă лашасем те усранă. Ачакра лаша спортне аталантарнă, шкул ĕçленĕ. Ертÿçĕ çапла майпа ача-пăчана выльăх-чĕрлĕхпе туслашма, юратма вĕрентнĕ.

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн наградисем те туллиех. Аркадий Айдака Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсем, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕ, Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем парса чысланă. Куравра вĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Экспозицисем пултаруллă çынпа, унăн манăçми ĕçĕ-хĕлĕпе, хуçалăхĕпе тĕплĕ паллаштараççĕ. Сăнÿкерчĕксем, документсем çакна çирĕплетеççĕ, анлăрах уçса параççĕ. Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра. Вăл пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пулин те унăн ырă ĕçĕ манăçмасть.

 

Лариса Никитина

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.