Чăваш Енри ветерана Владимир Путин тав тунă
Раççейри ветерансен канашĕн Чăваш Енри организацийĕн президиумĕн членне Нил Морозова Раççей Президенчĕ Владимир Путин тав тунă. Шур сухала вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннăшăн çакăн пек хисепленине палăртнă.
Нил Морозов Беларуçь фронтĕнче тăшманпа кĕрешнĕ. Унтах «Багратион» стратегилле операцие хутшăннă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Польшăра çапăçнă, 1945 çулта Японири çапăçăва хутшăннă тесе пĕлтерет Чăваш Енĕн Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви.
Вăрçă ветеранне Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн 1-мĕш степеньлĕ орденĕсемпе наградăланă. Унсăр пуçне вăл - темиçе медаль кавалерĕ.