Кун хыççăн кун

5 Пуш, 2020

Реформăна пĕтĕмлетрĕç. Тĕллевсем палăртрĕç

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăра йăлари хытă каяш /ЙХК/ çаврăнăшне йĕркелессипе çыхăннă ыйтупа канашлу ирттерчĕ.

5 Пуш, 2020

Кашни ыйту халăхшăн пĕлтерĕшлĕ

ОМС фончĕн бюджечĕ, нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси, ачасене 1-мĕш класа йышăнасси, «Вăрçă ачисем çинчен» саккун проектне хатĕрлесси, Семен Ислюков ятне вилĕмсĕрлете

5 Пуш, 2020

Сумлă юбиляра саламларĕç

Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çавăнтах пурăнакан Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ Николай Васильевич Евстафьев ĕнер хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ.

5 Пуш, 2020

Тĕлĕкре те черкке тĕлленнĕ

«10-мĕш класс хыççăн аттестат илтĕм. Такам ăсату каçне пĕр ещĕк шампань эрехĕ йăтса килнĕччĕ. Класс икĕ ушкăна пайланчĕ. Пĕрисем эрех кĕленчисене асăрхасан айккинелле пăрăнчĕç, теприсем черкке çĕклесе пĕр-пĕрне саламларĕç. Эпĕ хастарлăха кăтартасшăн пултăм. Спиртлă шĕвек çан-çурăма çÿçентерчĕ. Часах ÿсĕрĕлтĕм те класри чи чăнкă каччăсемпе пĕрле уява малалла паллă тума кайрăм. Çакă манăн пĕрремĕш пысăк йăнăш пулчĕ. Ун чухнех тĕплĕн шухăшламаллаччĕ. Ашшĕне кура ывăлĕ эрех черкки патне туртăнать теççĕ. Манăн та атте урăлмасăр ĕçетчĕ.

4 Пуш, 2020

«Амăшĕн хĕвел пулмалла…»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Ÿнер музейĕнче республикăри чи маттур, пултаруллă, хастар хĕрарăм-ертÿçĕсемпе, 5-9 ача ÿстерекен амăшĕсемпе тĕл пулчĕ.

Pages