Кун хыççăн кун

31 Кăрлач, 2018

Общество сăнавçисене вĕрентме пуçлаççĕ

«Эпир суйлав уççăн та таса ирттĕр, унăн кăтартăвĕсем пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе тăрăшатпăр. Çавăнпа та суйлава хутшăнакан общество сăнавçисене хатĕрлеме пуçлатпăр», — терĕ ЧР Общество палатин председателĕ Алексей Судленков асăннă темăпа йĕркеленĕ пресс-конференцире.

31 Кăрлач, 2018

Шупашкарпа Куславккара, Сухайкассипе Ураскассинче уяв çути вăйлăрах ялкăшнă

Çак кунсенче халăх пурăнакан вырăна уяв эрешĕсемпе илемлетнине кăтартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ «Чăваш Ен çутисем» республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Ăна регион Пуçлăхĕ сĕннипе ирттернĕ.

31 Кăрлач, 2018

Клавье аппа — 100 çулта

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара пурăнакан Клавдия Кузнецова çак кунсенче 100 çул тултарнă.

Пĕр ĕмĕрхи ватă хăех апат пĕçерет, çăм арлать, кил тĕрĕшри ытти ĕçе пурнăçлать. Ăс-тăнĕ çирĕп, сасси янăравлă та уçă унăн. Çуллахи вăхăтра çурчĕ умĕнчи пахчара тĕрлĕ чечек ÿстерме кăмăллать.

31 Кăрлач, 2018

Кин серепи...

Телефон шăнкăртатни Фаинăна шухăш авăрĕнчен туртса кăларчĕ. «Каллех аннÿне кăшкăртаççĕ, каллех хĕнеççĕ ĕнтĕ», — пĕлтерчĕ Çĕрпÿ районĕнчи Çуткасси ялĕнчи пĕр çын. Кăшкăрсах макăрса ячĕ 50 çула çывхаракан хĕрарăм.

Pages