Паян Сĕнтĕрвăрри хулин çыранне хăтлăлатас концепцие сÿтсе яврĕç. Калаçу «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.
Сĕнтĕвăрри хули пĕчĕк хуласене аталантарма хатĕрленĕ проектпа çĕнтернĕ. Паянхи семинар ĕçне усламçăсемпе архитекторсем, культура ĕçченĕсемпе хула çыннисем хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Çакнашкал ĕç формипе малашне те усă курасшăн.
Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли меропритисен кăтартăвĕсем — çак ыйтусене паян республикăн Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу коронавирусран сыхланассипе çыхăннă ыйтуран пуçланасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.
Олег Николаев ачасем тунтикунран каникулта пулнă май шкулсене инфекцирен хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçе малалла тăсмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн сыхлăх ыйтăвĕсем чи малта пулни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.
Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти общество транспорчĕпе 2 тенкĕ йӳнĕрех çӳреме пулать.
Ку çăмăллăхпа кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен усă курма май пур. Çакăн валли кирек хăш банкăн Visa карттипе, смартфонпа е смарт-сехетпе (ApplePay, SamsungPay, GooglePay сервиссем пур пулсан) тӳлемелле çеç. Çапла майпа акцие пуçаракансем транспортпа çӳрекенсен хушшинче контактсăр мелпе тӳлекенсем йышланасса шанаççĕ.