Кун хыççăн кун

13 Юпа, 2020

Налук тиевĕ çăмăлланĕ

Кун йĕркинчи ыйту питĕ пĕлтерĕшлĕскер те - Инвестицисемпе тата предпринимательлĕхпе çыхăннă хастарлăха аталантарас, предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ку хутĕнче Правительство çурчĕн Ларусен пысăк залĕнче иртрĕ. Унта бизнес-пĕрлĕх представителĕсен пысăк йышĕ пухăнчĕ.

12 Юпа, 2020

Хăрушсăрлăхшăн кашни яваплă

«Чăваш Енре хальлĕхе тăнăçлăха упрама май килет, анчах Раççейре лару-тăру çивĕчленни палăрать. Çавăнпа та хăрушсăрлăхăн мĕн пур мерине пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла», — çапла каласа пуçларĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николавев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва. Сăмах — коронавирус хăрушлăхĕ пирки.

12 Юпа, 2020

«Шурă туя» акци иртĕ

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăх акци пуçланать.

Çак тапхăрта Раççейре çулленех Шурă туя уйăхлăхĕ иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери Шурă Туя тата Суккăр çынсен кунĕсене халалланă. Çавна май Лев Толстой ячĕллĕ библиотекăра «Шурă туя: хирĕç утăм» уйăхлăхпа килĕшӳллĕн тĕрлĕрен мероприяти иртет.

12 Юпа, 2020

Логотип шыраççĕ

Республикăра Çамрăксен правительствин логотипне, слоганне тата официаллă хэштегне çирĕплетесшĕн.

Тĕп паллăсене шыранă май Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви юпа уйăхĕн 9-23-мĕшĕсенче конкурс ирттерет. Унта 16-35 çулсенчи çамрăксен пултарулăхне кăтартма май пур. Çĕнтерӳçĕсене çак номинацисенче палăртĕç: «Чи лайăх логотип», «Чи асра юлакан слоган», «Чи креативлă хэштег».

12 Юпа, 2020

Çĕнĕ професси — тӳлевсĕр

Чăваш Енре пурăнакансем çĕнĕ цифра профессине тӳлевсĕр вĕренме пултарĕç.

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа уйрăм цифра сертификачĕсем илме ыйту йышăнĕç. Çак документпа çĕршывра малта пыракан аслă шкулсене вĕренме кĕме пулĕ. Кăçал Раççейĕпе 33 пине яхăн цифра сертификачĕ пама палăртнă. Чăваш Ен — çак проекта хутшăнакан 39 регион йышĕнче.

Pages