Кун хыççăн кун

8 Юпа, 2020

Наставник - çамрăкăн тĕревĕ

Наставник пирки вĕрентÿçĕ тесен тĕрĕсрех пулĕ. Вăл кирек хăш самантра та, кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕр. Вăл çутă парса тăракан паллă пекех.

Вĕсем пурри — çамрăксен тĕревĕ. Чăваш Енре наставниксен юхăмне аталантарса пыраси тĕп вырăнта тăрать. Акă паян Правительство çуртĕнче организацисен хушшинче наставниксен ĕçне лайăхлатассине тата чи лайăх практикăна пурнăçа кĕртессине палăртас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсне пĕтĕмлетрĕç.

8 Юпа, 2020

Программăсене ытларах хутшăнмалла

Паян видеоконференцçыхăну мелĕпе Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Хальхинче Улатăр хулинчи предприятисен коммерципе инфратытăм проекчĕсене, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине 2020-2025 çулсенче аталантармалли комплекслă программине кĕртнĕскерсене, сÿтсе яврĕç.

8 Юпа, 2020

Владыкăна асăнса курав йĕркелесшĕн

«Православие» пултарулăх ушкăнĕ республикăн Правительствипе тата Шупашкарпа Чăваш Ен Митрополийĕпе пĕрле Варнава митрополитăн асăну кунĕсене ирттересшĕн.

Асăну кунĕсене Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен йĕркелесшĕн. Мероприятисен шутĕнче – «Чăваш Ен. Ĕненÿ çыннисем. Варнава владыкăна асра тытса. Улатăр хĕресĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ.

www.hypar.ru

7 Юпа, 2020

Олег Николаев Çĕмĕрле хулине çитсе килчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕмĕрле хулине çитсе килчĕ. Халăха социаллă пулăшу паракан центрта "Манăн социаллă центр" çĕнĕ клуб уçăлчĕ. Унта аслă ÿсĕмрисемпе сусăрсем мастерскойра хăйсен пултарулăхне аталантараççĕ, компьютер пĕлĕвĕ илеççĕ, медиагостинăйра фильмсем пăхĕç т.ыт.

6 Юпа, 2020

Çул çинче «вак-тĕвек кăлтăксем» çук

Республикăри çулсем çинчи аварисен, вĕсенче вилнисен шучĕ кăçал кăшт чакнă пулин те хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлемелли пайтах. Çапла палăртма пулать-тĕр Правительствăн çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ытларикун иртнĕ ларăвĕнчи калаçу тĕшшине.

Pages