Кун хыççăн кун

3 Чÿк, 2020

Саккунсăрри саккунлине ан улăштартăр

Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли меропритисен кăтартăвĕсем — çак ыйтусене паян республикăн Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.

2 Чÿк, 2020

Тÿлеве каярах панă, анчах — кая юлман

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу коронавирусран сыхланассипе çыхăннă ыйтуран пуçланасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

Олег Николаев ачасем тунтикунран каникулта пулнă май шкулсене инфекцирен хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçе малалла тăсмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн сыхлăх ыйтăвĕсем чи малта пулни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

2 Чÿк, 2020

Общество транспортĕнче - икĕ тенкĕ йÿнĕрех

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти общество транспорчĕпе 2 тенкĕ йӳнĕрех çӳреме пулать.

Ку çăмăллăхпа кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен усă курма май пур. Çакăн валли кирек хăш банкăн Visa карттипе, смартфонпа е смарт-сехетпе (ApplePay, SamsungPay, GooglePay сервиссем пур пулсан) тӳлемелле çеç. Çапла майпа акцие пуçаракансем транспортпа çӳрекенсен хушшинче контактсăр мелпе тӳлекенсем йышланасса шанаççĕ.

30 Юпа, 2020

"Право сехечĕ - тĕрлĕ ыйту хуравне тупма

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи пӗрлехи пурлӑхпа мӗнле усӑ курмалла? Управляющи компанисем хӑйсен тивӗҫӗсене туллин пурнӑҫлаҫҫӗ-и? Харпӑрлӑх хуҫисен прависене пӑссан камран пулӑшу ыйтмалла?

Pages