Кун хыççăн кун

6 Чÿк, 2020

Налук çăмăллăхĕсене ырларĕç

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Правительство членĕсем Раççей Федерацийĕн саккунĕсене улшăнусем кĕртнĕ май Чăваш Республикин саккунĕсене те çĕнетессине пăхса тухрĕç.

5 Чÿк, 2020

Пуçлăхсене çирĕплетнĕ

Çак кунсенче пирĕн республикăри тăхăр муниципалитетра пуçлăхсене суйланă.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Александр Куликова, Çĕмĕрле районĕнче Лев Рафинова çирĕплетнĕ.

4 Чÿк, 2020

Сĕнтĕрвăрри туристсене илĕрттĕр

Паян Сĕнтĕрвăрри хулин çыранне хăтлăлатас концепцие сÿтсе яврĕç. Калаçу «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕ.
 
Сĕнтĕвăрри хули пĕчĕк хуласене аталантарма хатĕрленĕ проектпа çĕнтернĕ. Паянхи семинар ĕçне усламçăсемпе архитекторсем, культура ĕçченĕсемпе хула çыннисем хутшăнчĕç. Кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарчĕ. Çакнашкал ĕç формипе малашне те усă курасшăн.
 
3 Чÿк, 2020

Саккунсăрри саккунлине ан улăштартăр

Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли меропритисен кăтартăвĕсем — çак ыйтусене паян республикăн Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.

Pages