Кун хыççăн кун

29 Юпа, 2020

Канаш ĕçе вăрçă ачисенчен пуçларĕ

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Канаш «автономлă майпа» та ĕçлеме пултарать пулин те пирвайхи тĕл пулăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

28 Юпа, 2020

«Чĕмсĕр чикĕсен строителĕсене…» ас тăвăм акцийĕ иртрĕ

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен пархатарлă ĕçĕ Чăваш Ен кăна мар, Раççей историне пысăк сас паллисемпе çырăнса юлмашкăн тивĕç. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе ахальтен мар 2021 çула паттăрла çак пулăма халаллаççĕ те. Хĕрарăмсен, ватăсен, ачасен сăмахпа калайми пысăк ĕçне сума сăвакан çулталăкра тĕрлĕ ĕç туса ирттерĕç-ха. Уяв мероприятийĕн вăчăри анлă та пуян пуласса шантарать. Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çулталăка официаллă майпа уçрĕç те ĕнтĕ.

28 Юпа, 2020

Комсомолпа чи çутă асаилÿсем çыхăннă

Комсомол вăл — çамрăклăх. Комсомол — чи çутă вăхăт. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян Правительство çуртĕнче комсомол ĕçĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Çав çынсем ĕнер харсăр комсомолецсем пулнă пулсан, паян вара вĕсем пурнăçра пысăк çитĕнÿ тума пултарнă çынсем, халăх хуçалăхĕн ăста кадрĕсем.

26 Юпа, 2020

Пуçаруллă бюджет, хăтлă хула — пĕр районсемех çуллен уксахлаççĕ

«Коронавируспа çыхăннă лару-тăру Чăваш Енре те çивĕч. Апла тăк хăрушсăрлăх мерисене пурнăçлани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», — ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев инфекци тĕлĕшпе сыхлăха çирĕплетмелли пирки çапла черетлĕ хут аса илтернинчен пуçларĕ.

23 Юпа, 2020

71,7 миллиард тенкĕ ытла — хальччен пулман бюджет!

Республика бюджечĕн кăçлахи тăкакĕсем 71756 миллион тенкĕпе танлашĕç — пĕлтĕрхинчен 30% пысăкрах. Çакăн çинчен Министрсен Кабинечĕн эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ черетсĕр ларăвĕнче вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтерчĕ.

Pages