Кун хыççăн кун

26 Чÿк, 2020

«Манăн бизнес» онлайн-форум иртĕ

Ыран, чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, республикăри виçĕ районти усламçăсем валли «Манăн бизнес» онлайн-форум йĕркелĕç.

Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, çавăн пекех Республикăн бизнес-инкубаторĕ ирттерекен мероприятие Куславкка, Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи предпринимательсене хутшăнма йыхравлаççĕ. 

25 Чÿк, 2020

Спортсменсене стипенди тÿлессине сÿтсе яврĕç

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Ен спортсменĕсене — Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсене — ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене тÿлес ыйтупа сăмах илчĕ. Паянах тивĕçлĕ положение çирĕплетрĕç. 

24 Чÿк, 2020

Тăкаклани мар, усă кÿни пĕлтерĕшлĕ

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси — çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

23 Чÿк, 2020

Лашасем валли – хушма çурт

Лаша спорчĕн шкулĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Кунта янаварсен ăмăртăвĕ час-часах иртет. Çавна май спорт мероприятине хутшăнакансем валли çуллахи хушма çурт кирлех. Унта 20 лашана тăратма пулĕ.

Лаша спорчĕн шкулĕнчи строительство ĕçĕсем юпа уйăхĕнчех пуçланнă. Ун валли республика бюджетĕнчен 4 млн та 800 пин тенкĕ уйăрнă.

23 Чÿк, 2020

Аптечкăна хăйсемех хатĕрлĕç

2021 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнчен пуçласа водительсен ятарлă аптечка туянмалла пулмĕ.

Пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсене Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин 1080н-мĕш Хушăвĕнче палăртнипе килĕшӳллĕн автомоболистсем хăйсемех илсе хума пултарĕç. Унчченхи аптечкăсемпе те усă курма юрать, анчах вĕсенчи медицина хатĕрĕсем срокран тухиччен тата 2024 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен çеç.

Pages