Поликлиникӑна профилактика тĕллевĕпе кӑна килмелле пултӑр
Паян Шупашкарти Кӑнтӑр поселокĕнче тĕплĕн юсаса ҫĕнетнĕ хыҫҫӑн 4-мĕш поликлиника уҫӑлчĕ. Кунтах хулари ачасен клиника больници (1-мĕш поликлиникӑн филиалĕ) хӑйĕн алӑкĕсене яриех уҫрĕ.
Пухӑннисене савӑнӑҫлӑ уяв ячĕпе РФ Патшалӑх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР сывлӑх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Шупашкар хулин пуҫлӑхĕ Олег Кортунов тата ыттисем саламларĕҫ.
"Поликлиникӑна профилактика тӑвас тĕллевпе кӑна килмелле пултӑр", - терĕ Леонид Черкесов хула ҫыннисене ырлӑх-сывлӑх суннӑ май. Поликлиника ҫитес тунтикунтанах пациентсене йышӑнма пуҫлĕ.
Сӑмах май, сиплев учрежденине юсама тата ҫĕнĕ оборудовани туянма 80 миллион тенкĕ тӑкакланӑ.
www.hypar.ru Автор сăн ÿкерчĕкĕсем