Пăшăрхантаракан ыйтупа – республика Пуçлăхĕ патне

20 Юпа, 2020

Ялти урамра автомобиль çулĕ тăвасси, уйрăм çынсен çурчĕсене газ кĕртесси, нумай ачаллă çемьесене панă çĕр лаптăкĕсенче инфратытăм йĕркелесси — çак тата ыйтăва хускатрĕç паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев патне йышăнăва килнĕ çынсем.

Улатăрта пурăнакан Вера Федоровăна виççĕмĕш ача çуралсан Менделеев урамĕнче çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Анчах унта коммуникацисем çукки нумайăшне шухăшлаттарнă. Хĕрарăм пĕлтернĕ тăрăх — 2016 çултанпа вĕсем вырăнти пуçлăхсем патне темиçе хутчен те кайнă. Çавна май асăннă урама электричество çитнĕ, пĕлтĕр кĕркунне — газ. Çĕр лаптăкне тивĕçнисем халĕ шыв пăрăхĕпе канализаци тытăмĕн строительствине пуçармалла тесе тĕрлĕ çĕре çитеççĕ. Вера Алексеевна Олег Николаевран пулăшу ыйтрĕ. Олег Алексеевич çав урамра нумай ачаллă миçе çемьене çĕр лаптăкĕ панине, çав шутран миçешĕ çурт туса унта пурăнма планланине ыйтрĕ. «Пĕтĕмпе 49 çемьене панă. 3 çурт хăпартнă, тепĕр 3-шĕн тăррине туса пĕтернĕ», — пулчĕ хурав. Олег Николаев пирĕн республикăра нумай ачаллă çемьесене малашне те пулăшассине палăртрĕ. Йышăнăва килнĕ хĕрарăм хускатнă ыйтăва Улатăр хулин администрацийĕн пуçлăхĕпе сÿтсе явассине пĕлтерчĕ.

Шупашкар хулинчи «Ривьера» пурăнмалли комплексăн строительствине хăçан вĕçлесси унта хваттер туянас тесе укçа тÿленĕ çынсене хытах пăшăрхантарать, çав шутрах Тамара Куклинана та. Çак ыйтăва вăл Олег Николаев патне йышăнăва килсен хускатрĕ. 22 хутлă çурта тума 2015 çултах ирĕк панă. Анчах строительствăпа монтаж ĕçĕсем 13-мĕш хута çитсен чарăнса тăнă. Застройщике — «Старко» фирмăна — панкрут тесе йышăннă, çавна май конкурс управляющине çирĕплетнĕ. Олег Николаев ку çурта кăçал нарăс уйăхĕнче йывăрлăхсем пур объектсен реестрне кĕртнине пĕлтерчĕ. Çавна май ăна хваттер тума пая кĕнĕ граждансен прависене хÿтĕлекен фонд хутшăннипе туса пĕтерме планланине палăртрĕ. Анчах строительствăна суд ĕçсене тишкерсе пĕтерсен çеç пуçлама май килет. Хальхи вăхăтра объектăн строительствăпа техника экспертизине пуçарас тĕллевпе документсем пуçтараççĕ. «Сире пулăшас тĕллевпе йăлтах тăватпăр. Пĕтĕмпех планланă пек пырсан объекта туса пĕтерес ĕçе тепĕр çул варринче пуçăнăпăр», — терĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл йывăрлăхсем пур кашни объектăн строительствине хăй тĕрĕслесе тăнине пĕлтерчĕ.

Етĕрне районĕнчи Ильина Гора ятлă ялта пурăнакан Владимир Веселов Симĕс урамĕнче автомобиль çулĕ тума май çук-и тесе килнĕ. Олег Николаев çак ял питĕ хитре вырăнта вырнаçнине, çавна май республика ертÿлĕхĕн ăна комплекслăн аталантармалли тĕллевсем пуррине пĕлтерчĕ. «1941 çулта унта Сăр оборона чиккин объекчĕсене тунă, ту çинче вара командир пункчĕ вырнаçнă. 2021 çул Чăваш Енре Сăр тата Хусан оборона линийĕсен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк пулĕ. Тыл ĕçченĕсене халалласа астăвăм комплексĕн объекчĕсенчен пĕрне шăпах çак ялта тăвас плансем пур», — терĕ Олег Алексеевич. Вăл яла ытти енĕпе те хăтлăх кĕртсен унта туристсем те килсе çÿреме пултарĕç терĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас