Комментари хушас

5 Чÿк, 2020

Пуçлăхсене çирĕплетнĕ

Çак кунсенче пирĕн республикăри тăхăр муниципалитетра пуçлăхсене суйланă.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулма Александр Куликова, Çĕмĕрле районĕнче Лев Рафинова çирĕплетнĕ.

Чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕн тилхепине Алексей Ладыкова, Комсомольски райадминистрацийĕнне Александр Осипова, Елчĕк райадминистрацийĕнне Леонард Левыя, Канаш райадминистрацийĕнне Владимир Степанова,  Муркаш райадминистрацийĕнне Ростислав Тимофеева тыттарнă.

Паян, чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Пăрачкав тата Йĕпреç районĕсенче, Канаш хулинче сити-менеджерсене суйланă. Пăрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырĕ, Йĕпреç райадминистрацине – Игорь Семенов,  Канаш хулине – Виталий Михайлов.

www.hypar.ru

Вера ЭВЕРККИ. hr-portal.ru сăн ÿкерчĕкĕ.