Новости по теме

3 Çĕртме, 2014

Парăма вăхăтра татмалла

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшне ÿстерес, çынсене ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтерес ыйтусемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕ иртрĕ. Республика хысни епле туласси предприятисенчен, уйрăм çынсенчен налук мĕнле пырса тăнипе тÿрремĕн çыхăннă. Налук пухăнасси вара производство кал-кал ĕçленинчен, çынсем шалу вăхăтра тата туллин илсе тăнинчен нумай килет. Ĕç укçи пысăкрах тăк налук та ытларах пухăнать. Ку енĕпе лару-тăру еплерех-ха?

3 Çĕртме, 2014

Пирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ

Пасар - суту-илÿ вырăнĕ кăна мар, вăл - хăй пĕр тĕнче. Хăйĕн асамлăхĕ унăн, илĕртÿлĕхĕ. Астармăшĕ те пур тенĕ пулăттăм. Темиçе çул каялла çĕр-шывра "хуçаланнă" асар-писер тапхăрĕ "хурăнташне" хăй айне лÿчĕркелесе, пĕтĕрсе чикрĕ. Малашне мĕн кĕтет ăна? Çакăн çинчен сăмах пуçарать автор "Публицист шухăшĕ" ярăмра пичетленнĕ статйинче.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте.

3 Çĕртме, 2014

Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ.

3 Çĕртме, 2014

Паллашăр: "Арçынпа хĕрарăм"

Пĕччен хĕрарăмсем мĕншĕн тĕрĕ тĕрлеççĕ? Алă ĕçĕ туни мĕн парать вĕсене? Çапах та паян тĕрĕ модăран тухман-и? Трак тăрăхĕнчи Йĕпремре пурăнакан Елена Александрова мĕн тĕллевпе хăйĕн килĕнче музей уçасшăн?

3 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен - "ПРОФ-IT.2014" çĕнтерÿçи

Чăваш Ен информатизаци проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри II "ПРОФ-IT.2014" конкурсра çĕнтернĕ. "Чăваш Республикин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха "ГИС ЖКХ-Регион" никĕсĕ çинче комплекслă автоматизацилесси" пректа "IT в ЖКХ" номинацире чи лайăххи тесе палăртнă. Кун пирки ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтерчĕ. Министр çумĕ Алексей Новиков чăвашсем хатĕрленĕ проект, мероприяти пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

2 Çĕртме, 2014

Професси ăсталăхне тĕрĕслеме - Шупашкара

Професси вăтам пĕлĕвне илекенсен хушшинче Професси ăсталăхĕн пĕтĕм Раççей олимпиади иртересси йăлана кĕнĕ. Тупăшăвăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ Шупашкарта иртет. Мĕешĕн шăпах пирĕн республикăра хăйсен пултарулăхне кăтартса параççĕ-ха çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи колледж-техникумĕнче вĕренекенсем? Конкурсăн юлашки тапхăрне хăш-хăш регион студенчĕсем килсе çитнĕ? Шупашкарта вĕсене мĕнле мероприятичсем кĕтеççĕ? Тĕплĕн хаçатăн ыранхи номерĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

2 Çĕртме, 2014

Амăшĕн мухтавĕ - ывăлĕсем

«Интернат - пурнăç шкулĕ. Унта ÿсмен тăк чемпион пулайăттăм-ши?» - çак шухăшпа канăçсăрланнă кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче рекордне 11 хут çĕнетнĕ Сергей Кириллов. Чăннипе, çĕр-шыври тимĕр вăййипе туслисен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ тăлăх мар.

Pages