Чăваш Ен - "ПРОФ-IT.2014" çĕнтерÿçи

3 Çĕртме, 2014

Чăваш Ен информатизаци проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри II "ПРОФ-IT.2014" конкурсра çĕнтернĕ. "Чăваш Республикин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха "ГИС ЖКХ-Регион" никĕсĕ çинче комплекслă автоматизацилесси" пректа "IT в ЖКХ" номинацире чи лайăххи тесе палăртнă. Кун пирки ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтерчĕ. Министр çумĕ Алексей Новиков чăвашсем хатĕрленĕ проект, мероприяти пирки тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.

"Пирĕншĕн ку çĕнтерÿ питĕ пĕлтерĕшлĕ, - терĕ министр. - Конкурс Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче иккĕмĕш çул иртет. Унăн тĕллевĕ - регионсемпе муниципалитетсен информатизаци проекчĕсен пахалăхне ÿстересси. Кăçал конкурса çĕр-шыври 51 регионтан 143 ĕç хутшăннă".

Чăваш Республики икĕ проект тăратнă: "Чăваш Республикин медицина информаци тытăмĕ" тата "Чăваш Республикин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха "ГИС ЖКХ-Регион" никĕсĕ çинче комплекслă автоматизацилесси". "Пирĕншĕн тĕп конкурент Тутарстан пулчĕ, - терĕ министр çумĕ А.Новиков. - Çапах та Чăваш Ен проекчĕ 101 балл пухса мала тухма пултарчĕ". Жюрире регионсен представителĕсем, федераци эксперчĕсем хĕрĕхе яхăн пулнă. Проектсене тĕрлĕ енлĕн /усăлăх, çĕнĕлĕх, йÿнĕлĕх.../ хакланă.

"Чăваш Республикин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха "ГИС ЖКХ-Регион" никĕсĕ çинче комплекслă автоматизацилесси" проектăн тĕп тивĕçĕ, - палăртать çак ĕçе хатĕрлеме хутшăннă Сергей Белов, - Интернет-порталпа усă куракан мĕн пур çынна пĕрлехи тытăмпа çыхăнтарасси". Чăваш Республикин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн Интернет-порталне ЧР Президенчĕн хушăвĕпе 2011 çулта тунă. Вăл управляющи компанисен ĕç-хĕлĕ пирки халăха туллин пĕлтерекен информаци çăл куçĕ шутланать. Республика çыннисем ун урлă усă курнă пулăшу ĕçĕсемшĕн мĕн чухлĕ тÿлемеллине, тарифсен виçине пăхма, приборсен кăтартăвне пĕлтерме, online режимĕнче тÿлеме тата ытти ĕç-хĕле пурнăçлама пултараççĕ.

А.Новиков каланă тăрăх - конкурсăн тепĕр паха енĕ те пур: çĕнтерÿçĕ проектсене ытти регионта сараççĕ. Чăваш Ен проекчĕпе кăсăкланакан та тупăннине пĕлтерчĕ министр çумĕ.

В.БАГАДЕРОВА.