Новости по теме

27 Çу, 2014

Çав-çавах тапăнать "шурă вилĕм"

Республикăра наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсен, çавăн пекех наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿссе пынин туртăмĕ палăрать. Çакăн çинчен ĕнер ЧР наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче пăшăрхануллă калаçу пулчĕ.

Тĕплĕнрех - çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчи номерте.

27 Çу, 2014

Тăрăшулăхшăн тав турĕç

Вĕсене пĕр нуша-терт пĕрлĕхе пĕрлештернĕ. Пур ыйтăва та пухăнса, канашласа татса параççĕ. Политика репрессийĕнче шар курнисен республикăри инвалидсен общество организацийĕ пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвне районсене тухса ирттерессине çирĕп йăлана кĕртнĕ. Хальхинче вăл Улатăрта иртрĕ.

Тĕплĕрех "Хыпар" хаçатăн юн кунхи номерĕнче.

27 Çу, 2014

Ыхраçырминче - Акатуй-Сабантуй

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ял тăрăхĕнче çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ май Акатуй-Сабантуй" ирттернĕ. Ыхраçырмипе Чăваш Ишекĕнче пурăнакансем çулсерен уяв мероприятийĕ иртекен илемлĕ уçланкăна пухăннă.

27 Çу, 2014

"Çамрăксен хаçачĕн" гимнне итлеме - Шупашкарти концерта

"Хыпар" Издательство çурчĕ кăларса тăракан "Çамрăксен хаçачĕн" халĕ хăйĕн гимнĕ пур. Унăн сăввине ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Альбина Юрату çырнă, кĕввине Людмила Кинер композитор хайланă. "Çамрăксен хаçачĕн" гимнне Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче ят-сум çĕнсе илнĕ "Асамат" ушкăн шăрантарать.

Пысăк сцена çинче çак юрра пĕрремĕш хут çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарти "Салют" культура керменĕнче иртекен концертра шăрантарĕç. Хаклă вулакансем, "Людмила Кинер тата чăнкă чăвашсем" концерта пырса курăр!

26 Çу, 2014

Вулавăш: кĕнеке çÿлĕкĕсем кăна мар

Вăрмар районĕнчи Чупай ялĕнче шкулпа ял библиотекин çурчĕсем хире-хирĕçех вырнаçнă. Пĕлÿ çуртĕнче тупайман кĕнеке-журнала шырама вулавăша вĕренекенсем кĕске тăхтав вăхăтĕнче те чупса каçма пултараççĕ. Тĕслĕх вулавăшăн ертÿçи Вера Леонтьева ваттине те, вĕттине те ялан ăшшăн кĕтсе илнĕрен туртăнаççĕ те кунта ял çыннисем.

26 Çу, 2014

Саккăрмĕш тĕл пулуччен, фестиваль!

Шупашкарта иртнĕ Халăхсен хушшинчи кинофестиваль вĕçленчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене. Вĕсене çеç мар, кино çăлтăрĕсене Хĕрлĕ Чутайсемпе Патăрьелсем те йышăнчĕç. Мĕншĕн шăпах вĕсем-ха? "Культура территорийĕ" ята кăçал шăпах вĕсем тивĕçнĕ.

Кинофестиваль малтанхи çулсенчи пекех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хупăнчĕ. Тĕплĕнрех "Хыпарăн" ыранхи номерĕнче.

Pages