Новости по теме

2 Çĕртме, 2014

Пирĕн ентеш - çĕр-шыв чемпионки

Чăваш Енре, ирĕклĕ мелпе кĕрешекен йышлă. Çавăнпах пулĕ пирĕн республикăра олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ тума палăртнă. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕн керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче çĕр-шыв чемпионачĕ иртрĕ. Мĕнлерех кĕтменлĕхсемпе тĕлĕнтерчĕ-ха ăмăрту?

2 Çĕртме, 2014

Ыранхи кун пыл тути калатăр

Канашсем çурхи уй-хир ĕçĕсене иртерех пуçларĕç те - маларах вĕçлерĕç. Çакă Акатуй уявне те республикăра чи малтан ирттерме май пачĕ. Иртнĕ эрне кун юрă-ташăпа, спорт ăмăртăвĕсемпе, яланхи савăк кăмăлпа йыхравларĕ вăл халăха. Мĕнлерех иртнĕ Акатуй? Сумлă хăнасенчен камсем пулнă?

30 Çу, 2014

Сывă çитĕнĕр, çĕр-шывшăн юрăхлă пулăр

Республикăри кардиологи диспансерĕнче чĕри аталанса çитмен ачасене пĕрремĕш хут коррекци операцийĕ тунă. Мĕнле иртнĕ вăл? Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕншĕн пулнă?

Хуравсем - "Сывă çитĕнĕр, çĕр-шывшăн юрăхлă пулăр" статьяра.

30 Çу, 2014

Туяннă сĕтшĕн вăхăтра мĕншĕн татăлмастăр?

Кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче Чăваш Енри тирпейлекен предприятисем сĕт сахал йышăннă. Апла пулин те туяннă сĕтшĕн хăш-пĕр предприяти халĕ те хуçалăхсемпе татăлмасть. Кун пирки "Туяннă сĕтшĕн вăхăтра мĕншĕн татăлмастăр?" статьяра вуласа пĕлме пулать.

30 Çу, 2014

Ыйту-хурав

Тăваттăмĕш страницăри кăларăмра вăлах Ванюк, вăлах Айтар кам пулнине, Бегемот миçе çул пурăннине, Пулăсем мĕнле каннине тата ытти кăсăклă ыйтусен хуравне те пĕлме пулать.

30 Çу, 2014

Тымарсенчен татăлмасан ял çĕкленĕ

"Иван Иванов - Вăрмар районĕнче паян аталанса пыракан предпринимательсенчен пĕри. Çук, "Джиппа" ярăнмасть вăл, кăнтăрлахи-каçхи апата та ресторана çÿремест. Укçа-тенкĕ çителĕксĕрришĕн мар, вăл аталанăва урăхларах ăнлавсемпе виçнĕрен".

30 Çу, 2014

"Кĕнеке вуласа чунпа пуянланăр"

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун умĕн "Хыпар" Издательство çурчĕн журналисчĕсем Кÿкеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан ятарлă /коррекци/ интернат шкулта пулчĕç. Мĕнле тĕллевпе кайнă-ха вĕсем унта? Камсемпе тĕл пулса уяв хавасне тата та çĕкленĕ?

Pages