Кÿршĕсен кÿренме сăлтав çук

2 Çĕртме, 2014

Иртнĕ эрнере журналистсене ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти «Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсем» патшалăх унитари предприятийĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç.

Кунта темиçе хутчен те çитсе курнăран кашнинчех объект Шупашкарпа спутник хулашăн пысăк пĕлтерĕшлине палăртса таврăнатăп. Биологи тасатăвĕн сооруженийĕсен I черетне тĕп хулапа Çĕнĕ Шупашкарта пухăнакан шĕвĕ каяша тасатма 1967 çулта хута янă. Пĕлтĕр объект вĕсенчен, «Химпром», «Нерудстром» обществăсенчен çĕр айĕнчи пăрăхпа кашни талăкра вăтамран 63,6 пин кубла метр йышăннă. Хуласем сарăлнă, каяш нумайланнă пирки 1976-1986 çулсенче II черете тунă. Иртнĕ çул Шупашкарти «Водоканал», «ТЭЦ-3», «СУОР», «ЖБК-2» обществăсен, Çĕнĕ Шупашкарти канализаци станцийĕн пăрăхĕсенчен сооруженисене кашни талăкра вăтамран 103 пин кубла метр çитнĕ. Вĕсен проектра пăхнă хăвачĕ - кашни талăкра 222 пин кубла метр. Хальхи вăхăтра 2009 çулхинчен 40%] сахалрах пуçтарăнать. Сăлтавне производствăра, пурăнмалли вырăнта ĕçмелли шыва перекетленипе ăнлантарчĕç.

"Хыпарăн" çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнчи номерĕнче "Çут çанталăк" страници пичетленет. Унта - тăван тавралăха хÿтĕлессипе çыхăннă материалсем.

Рубрика: