Илĕртет ОСАГО укçи
"Автоподстава" текен киревсĕр пулăм Шупашкарта та пур!
Мускавшăн, пысăк ытти мегаполисшăн ултавăн çакнашкал мелĕ тахçанах кăтартуллă теççĕ. Шупашкар пирки пысăк хула тееймĕн, кунта нумайăшĕ пĕр-пĕрне пĕлет, паллать, пурте куç умĕнче темелле. Анчах ютра пурри кунта та часах çитет иккен. Çав шутра - усалли те. Сăмах - Уголовлă кодексăн 159.5 статйин 1-мĕш пайĕпе пăхнă преступлени - страховани сферинчи ултав - пирки. Халăхра "автоподстава" ят пама ĕлкĕрнĕ мел Шупашкарта та тымар янă.
Çакăн çинчен тĕплĕнрех тата криминаллă ытти хыпар-хăнар - шăмат кунхи "КРИМ" кăларăмра.