Ыхраçырминче - Акатуй-Сабантуй

27 Çу, 2014

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ял тăрăхĕнче çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ май Акатуй-Сабантуй" ирттернĕ. Ыхраçырмипе Чăваш Ишекĕнче пурăнакансем çулсерен уяв мероприятийĕ иртекен илемлĕ уçланкăна пухăннă.

Ял халăхне, çĕр ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Краснов, Пĕтĕм тĕнчерни социаллă гуманизм академийĕн президенчĕ Лев Кураков, Ыхраçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альфрит Айбетов, сумлă ытти хăна саламланă. Уявра чи маттурисене, пуçаруллисене Хисеп хучĕсемпе, Дипломсемпе, Тав çырăвĕсемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем тата Хусантан килнĕ артистсем хаваслă юрри-ташшипе савăнтарнă. Ун хыççăн пухăннисем тĕрлĕ конкурспа вăййа, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, чăваш, тутар наци апачĕсемпе сăйланнă. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысланă.

Рубрика: 
Теги: 
Автор: