КЭСăн çĕнĕ стратегийĕ
"КЭС" АХО холдинга çĕнĕлле йĕркелесе çак никĕс çинче вертикаль мелĕпе пĕрлешнĕ компани çуралмалли çĕнĕ бизнес-стратегие пурнăçлама тытăннă. Çакăн çинчен иртнĕ тунти кун КЭС ĕçлекен анлă территори - 16 регион - журналисчĕсем валли йĕркеленĕ видеоконференцире холдинг гендиректорĕ Борис Вайнзихер пĕлтерчĕ.