Паллашăр: "Хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм" кăларăм
Пирĕнтен чылайăшĕшĕн чикĕ леш енчи пурнăç юмахри пек хитре те асамлă пек туйăнать. Анчах туйăнать çеç çав. Ют чĕлхе, ют культура, пачах урăх йăла-йĕрке - çакă йăлтах малтанхи тапхăрта ура хума пултарать. Çапах чăваш хĕрĕ-каччи ют çĕр-шывра та çухалса каймасть, тĕрлĕ йывăрлăха çĕнтерсе пурнăçри вырăнне тупма ăнтăлать. Акă Шупашкарта çуралса ÿснĕ Екатерина Митрофановăн 15-ре чухне çемьери лару-тăрăва пула Францие куçса кайма тивнĕ.