Номерте - "Вырăнти хăй тытăмлăх"
16 May, 2014 | Ял хуçалăхĕ

"Вырăнти хăй тытăмлăх" кăларăм - ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви ирттернĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕн çĕнтерÿçи, "Хыпар" Издательство çурчĕ" АУ çулсерен кăларакан проект. Çак институтăн пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ. Мĕншĕн тесен вырăнти влаç органĕ муниципалитет районĕнчи тата унăн территорийĕнчи ял тăрăхĕсен социаллă пурнăçа йĕркелесе тăрать. Паян вăл хăйне хăй йĕркелесе-ертсе пыма пултаракан социаллă тытăм, ĕç-хĕлĕн пĕтĕм сферипе службине пĕтĕçтерет. Эпир, хаçатçăсем, ăна çапла тума пулăшатпăр.

"Хыпар" хаçатăн çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче "Вырăнти хăй тытăмлăхăн" черетлĕ номерĕ пичетленсе тухрĕ. Çивĕч нумай ыйту хускатаççĕ авторсем, вырăнти влаç органĕсем халăх ыйтăвне мĕнле татса панипе паллаштараççĕ, ял хастарĕсен пуçаруллă ĕç-хĕлĕ çинчен каласа кăтартаççĕ. "Хыпар" хаçат корреспонденчĕ И.Клементьева акă Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнчен килнĕ çыру йĕрĕпе çÿренĕ, ун пирки "Халăх хăй хутшăннă ĕçе ытларах хаклать" статьяра каласа парать. Кăларăмри ытти материалпа эсир "Хыпар" хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Юрий СТЕПАНОВ