Вăрмана кĕрсе çÿреме чарнă

16 Çу, 2014

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен транспорта, граждансене республика вăрманĕсене ирĕккĕн кĕрсе çÿреме чарнă.

Чăтлăх-вĕтлĕхре пушар тухас хăрушлăх IV класпа танлашать. Хушăва вăрманлăхсем, вут-кăварпа кĕрешекен службăсем пурнăçлаççĕ. Вăрманта пушар тухасран сыхă тăраççĕ. Уйрăммăн илсен симĕслĕхе кĕрекен иртен-çÿрен çулне пÿлеççĕ.

Сывлăш вĕриленнĕрен ешĕллĕхри пĕлтĕрхи çулçă, хăрăк-марăк типĕ, шăрпăк пĕрчине сÿнтермесĕрех пăрахсан çийĕнчех вут хыпса илет. Вут-кăварпа кĕрешекенсем талăкăн кирек хăш сехетĕнче те дежурствăра. Пушар пысăк тăкак кăтартма пултарассине лайăх пĕлеççĕ. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан «Сăрçи» лаптăкĕн Атрать станцийĕнчен 6 çухрăмри 13-мĕш кварталĕнчи /10,5 га/ йывăç-тĕм çунса кĕлленнĕ. Чул хула чукун çулĕпе пуйăс иртнĕ хыççăн вăрмана вут хыпнă теççĕ. Хальхи вăхăтра пушар сăлтавне тĕплĕнрех тĕпчеççĕ. Ăна федерацин пушар службин 4-мĕш уйрăмĕн ушкăнĕ, министерствăн вăрман пушарĕпе кĕрешекен службин, Кире вăрманлăхĕн, «Сăрçи» ĕçченĕсем сÿнтернĕ. Пуйăс шывпа тивĕçтерме пулăшнă.

Рубрика: 
Автор: