Ю.МИХАЙЛОВ

13 Çурла, 2015

Вырмана вĕçленĕ

"Çĕрулмине мухтав-Елчĕк" агрофирма 815 га çинчи тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпех вырса çапнă. Пурĕ 1600 тонна пухса кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан вăтамран 19,6 ц. Халĕ хуçалăхра çĕрулми кăлараççĕ. Августăн 12-мĕшĕ тĕлне 6 га çинчен 228 тонна пухса кĕртнĕ, кашни гектартан 380 ц тухнă.

Кĕрхи культурăсене акма 300 га хатĕрленĕ. 340 га суха тунă.

Ю.МИХАЙЛОВ

21 Утă, 2015

Вырма пуçланчĕ. Тухăç аван

Июлĕн 20-мĕшĕ тĕлне Улатăрсем - 228, Патăрьелсем - 17, Комсомольскисем - 315, Пăрачкавсем - 367, Елчĕксем 218 гектар çинчен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пурĕ 2346 тонна пухса кĕртнĕ. Республикипе тухăç кашни гектартан вăтамран - 20,5, Улатăрсен - 27,2, Патăрьелсен - 25,9, Елчĕксен - 19,8, Пăрачкавсен - 19,6, Комсомольскисен 16,9 центнер.

21 Утă, 2015

Вырма пуçланчĕ

Республикăра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи А.В.Хорошавин фермер хуçалăхĕнче июлĕн 16-20-мĕшĕсенче çу юхтармалли культурăна - кĕрхи рыжике - 270 га çинчен пухса кĕртнĕ. "Уй-хирте Юрий Клементьев, Сергей Миронов, Валентин Изендеев, Александр Семенов тăрăшрĕç", - пĕлтерчĕ телефонпа Андрей Васильевич.

Улатăр районĕнчи "Митра" общество ĕçченĕсем вырмана июлĕн 17-мĕшĕнче тухнă. Вĕсен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 980 га çинче пуçтармалла.

24 Чÿк, 2014

Хăмла - Чăваш Ен палли

Раççей Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствипе "Çутçанталăк" фонд ноябрĕн 10-мĕшĕнче "Раççей аллейи" акцие пĕтĕмлетнĕ. Вăл 4 уйăх пынă. Çĕршыври 3,5 млн çын интернет пулăшнипе сасăласа хăй пурăнакан регионăн симĕс паллине комиссие пĕлтернĕ.

15 Юпа, 2014

Министерство ылтăн медале тивĕçнĕ

Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, "Ылтăн кĕркунне-2014" курав вун улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. ЧР Ял хуçалăх министерстви "Ĕç пуçлакан фермерсене пулăшас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланăшăн" конкурсра /ăна Раççей Ял хуçалăх министерствипе "Пĕтĕм Раççейĕн халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ" АО йĕркеленĕ/ ылтăн медале тата I степень Диплома тивĕçнĕ. Ведомство 2012-2014 çулсенче ĕç пуçаракан 152 фермера - 191 млн, 16 çемье фермине 91 млн тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парса самаях пулăшнă.

Pages