Вырма пуçланчĕ

21 Утă, 2015

Республикăра тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелли хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи А.В.Хорошавин фермер хуçалăхĕнче июлĕн 16-20-мĕшĕсенче çу юхтармалли культурăна - кĕрхи рыжике - 270 га çинчен пухса кĕртнĕ. "Уй-хирте Юрий Клементьев, Сергей Миронов, Валентин Изендеев, Александр Семенов тăрăшрĕç", - пĕлтерчĕ телефонпа Андрей Васильевич.

Улатăр районĕнчи "Митра" общество ĕçченĕсем вырмана июлĕн 17-мĕшĕнче тухнă. Вĕсен тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 980 га çинче пуçтармалла.

Июлĕн 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи "Первомайск" ЯХПК тата "Батыревский" АХО комбайнерĕсем 60 тата 4 тонна кĕрхи тулă çапса тĕшĕленĕ.

Елчĕк районĕнчи "Прогресс", "Энтепе", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче те тырă выраççĕ.

Ю.МИХАЙЛОВ

Рубрика: 
Автор: