Министерство ылтăн медале тивĕçнĕ

Мускавра, Пĕтĕм Раççейри курав центрĕнче, "Ылтăн кĕркунне-2014" курав вун улттăмĕш хут иртнĕ. Унта Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă. ЧР Ял хуçалăх министерстви "Ĕç пуçлакан фермерсене пулăшас тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланăшăн" конкурсра /ăна Раççей Ял хуçалăх министерствипе "Пĕтĕм Раççейĕн халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕ" АО йĕркеленĕ/ ылтăн медале тата I степень Диплома тивĕçнĕ. Ведомство 2012-2014 çулсенче ĕç пуçаракан 152 фермера - 191 млн, 16 çемье фермине 91 млн тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйтусене вăхăтра татса парса самаях пулăшнă.

Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен, вăл шутра пирĕн республикăран, пухăннă организацисем хăйсен экспозицийĕсене курав центрĕнче йĕркеленĕ "Ылтăн кĕркунне-2014" выставкăра кăтартнă. Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче "Çĕр улми тата пахча çимĕç туса илесси" конференци пулнă. Унăн ĕçне ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Самаркин тата "Агро-Инновацисем" ХУП директорĕ Николай Васильев хутшăннă.

"Крокус Экспо" центрта "Агросалон" курав кăçалхипе пиллĕкмĕш хут ĕçленĕ. Унта 29 патшалăхран пухăннă 558 экспонент техникăн 700 ытла хатĕрне кăтартнă. Вĕсемпе Патăрьел районĕнчи "Батыревский", Канаш тăрăхĕнчи Киров ячĕллĕ, Муркаш енри "Путь Ильича" хуçалăхсен инженерĕсем, Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ Петр Тунгулов - республикăри 31 специалист - кăсăкланса паллашнă. Çак кунсенче куравра наградăсем çĕнсе илнисене пĕлĕпĕр.

Ю.МИХАЙЛОВ

Ю.МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.