Паллашăр: "Арçынпа хĕрарăм"

3 Çĕртме, 2014

Пĕччен хĕрарăмсем мĕншĕн тĕрĕ тĕрлеççĕ? Алă ĕçĕ туни мĕн парать вĕсене? Çапах та паян тĕрĕ модăран тухман-и? Трак тăрăхĕнчи Йĕпремре пурăнакан Елена Александрова мĕн тĕллевпе хăйĕн килĕнче музей уçасшăн?

Е тата ... Диспечерта ĕçлекен хĕрарăма упăшки мĕн сăлтава пула тапа-тапах хĕненĕ? Хĕрарăм пĕр ачисемшĕн кăна пурăнса тĕрĕс тăвать-и? Ют халăх каччисем мĕншĕн чăваш хĕрĕсене качча илесшĕн пулнине пĕлес килет-и тата? Апла тăк - "Арçынпа хĕрарăмăн" çĕнĕ кăларăмĕпе паллашма васкăр. Паллашăр та - шухăш-кăмăлăра пĕлтерме ан манăр!

Роза ВЛАСОВА.

Рубрика: