Çĕнĕ технологисем çĕнĕ хăват хушаççĕ

3 Çĕртме, 2014

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви, Журналистсен союзĕ нумай çул туслă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕнĕ. Çав шутра кашни çул республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене пухса пĕр-пĕр районти потребительсен обществин никĕсĕ çинче семинар-канашлу йĕркеленине палăртмалла. Кăçалхи канашлу вун тăваттăмĕш пулчĕ, хăнасене Муркаш райповĕ йышăнчĕ. Унăн ĕçне ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, правлени председателĕ Людмила Абрамова, Чăваш Ен Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, Муркаш райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владислав Ананьев, "Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев, яваплă ытти çынсем хутшăнчĕç.

Тĕплĕнрех - ыранхи номерте. Алина ЛУКИЯНОВА.

Рубрика: