Новости по теме

23 Пуш, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 10 /880/ 21.03.2015

Паттăрлăх урокĕ. Çак эрнере Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем сумлă хăнасемпе тĕл пулчĕç.

Ĕçлекен халăх пурăнать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла.

Вăйă вăхăтĕнче миллионера çаврăнатпăр. "Шупашкарта аттракционсем ĕçлеççĕ-и? Ачана уяв туса парас килет", - шăнкăравлать ялта тĕпленнĕ юлташ. "Укçуна ытларах хатĕрле. Таçта та ачан кăмăлне тупма пулать", - терĕм ăна.

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

Калафати тата унăн хĕрарăмĕсем, е 104 çулта та чиперуксен кăмăлне тупма пĕлекен арçын çинчен.

Ылтăн пике. Александра Деверинская çак кунсенче хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Командировка. /Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

 

23 Пуш, 2015

Больницăна юсаса çĕнетĕç

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви хула тĕп больницин Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртне реконструкцилес ыйтупа брифинг йĕркелерĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене министр çумĕ Наиля Зинетуллина тата çÿлерех асăннă больницăн тĕп тухтăрĕ Ирина Ефимова хуравларĕç.

20 Пуш, 2015

Калафати тата унăн хĕрарăмĕсем,

е 104 çулта та чиперуксен кăмăлне тупма пĕлекен арçын çинчен

Пĕрремĕш тĕлпулу

2002 çулта хаçат ĕçĕпе Шупашкарти Мăшăрлану керменне кайнăччĕ. Унта тинтерех пĕрлешнĕ 91-ри Анатолий Калафатипе 82-ри Виктория Орловская çинчен каласа кăтартрĕç. Манăн ку мăшăрпа çав тери паллашас килчĕ. Шупашкарти вĕсен хваттерĕн шăнкăрав тÿмине пĕрре те, иккĕ те мар, виçĕ хутчен кайса пусрăм - уçса кĕртекен пулмарĕ. Пурпĕрех шанăçа çухатмарăм, редакци телефонне çĕнĕ çынсен кÿршине хăвартăм. Кăштахран мана Анатолий Васильевичпа Виктория Петровна хăнана чĕнсе илчĕç. Çак тĕлпулу халĕ те куç умĕнче - 13 çул иртмен те тейĕн. Капăр тумланнă кил хуçи арăмĕ çÿ-ÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа ташласа-юрласа кăна çÿрерĕ, çепĕç калаçрĕ. Çемье пуçĕ çак илеме пăхса тăранайми сăнарĕ. Мана та йĕри-таврари хăтлăх тыткăнларĕ. Унран та ытла тĕлĕнмелле çак мăшăрăн кун-çулĕ кăсăклантарчĕ. Çапла çуралнăччĕ 13 çул каялла "Вăхăта парăнмасть юрату" статья.

20 Пуш, 2015

Мускаври паллă çыравçă Лев Анисов Миттов художник çинчен: «Сиккассинчен гениллĕ ăста тухнă!»

Мартăн 13-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Сиккасси халăхĕ Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене кăмăлласа кĕтсе илчĕ. Делегаци йышĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, институтăн ăслăлăх сотрудникĕ Антонина Мордвинова, «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» çĕнĕ кĕнеке авторĕ Юрий Артемьев, Мăн Сĕнтĕр салинчи арçынсен Çветтуй Троица православи мăнастирĕн настоятелĕ Игнатий /Суранов/ иероманах, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ăслăлăх-тĕпчев пайĕн заведующийĕ Геннадий Иванов-Орков тата ыттисем пулчĕç.

20 Пуш, 2015

Михаил ИГНАТЬЕВ: Халăх шанăçĕ суйлава хутшăнмашкăн хистет

Журналистсен çакăн пек пысăк йышĕпе курнăçса республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтĕрхи августра анлă пресс-конференци ирттернĕччĕ. Унтанпа массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене куçа-куçăн каласа памалли капланса çитнĕ пулас - çакă иртнĕ юнкунхи тĕлпулура куçкĕрет палăрчĕ.

20 Пуш, 2015

Патăрьелсем кĕрхисене апатлантарма тухнă

Мартăн 17-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи улма-çырла туса илекен питомник механизаторĕсем кĕрхи тулла минерал удобренийĕпе апатлантарма тухнă. Пĕлтĕр Елчĕкпе Вăрнар районĕсенчи хуçалăхсем ку ĕçе мартăн 26-мĕшĕнче пуçăннăччĕ. "Ытларикунпа юнкун 40 гектар тулла аммиак селитри патăмăр, - пĕлтерчĕ телефонпа Иван Киргизов агроном. - Рафис Абейдулловпа Андрей Александров трактористсем тутлăхлă япаласем кашни тымар патне сăрхăнччăр тесе тăрăшаççĕ. Паян-ыран 95 гектара варăнтарса пĕтеретпĕр".

20 Пуш, 2015

Начар вăрлăх чылай

Мартăн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем кĕркунне хывнă тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен 47554 тонна вăрлăхне тĕрĕсленĕ. Унăн 21% кондициллĕ мар /пĕлтĕрхи çав кун тĕлне - 31%/. Çавнашкалли уйрăмах Улатăрсен нумай - 54%. Çĕмĕрлесен те вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах - 33%. Сĕнтĕрвăррисемпе Пăрачкавсен - 30%, Патăрьелсен - 26%, Канашсен - 25%, Етĕрнесен - 23%, Хĕрлĕ Чутайсемпе Тăвайсен - 24%, Элĕксен - 23%.

20 Пуш, 2015

Водитель, сыхă пул: сана улталасшăн!

«Автоподстава» текен мелпе усă курнă ултавçăсен /пĕтĕмпе тăваттăн/ тепĕр ушкăнĕ кĕçех суд умне тăрать. Следстви вĕçленнĕ ĕнтĕ, айăплав пĕтĕмлетĕвне прокурор çирĕплетессе кăна кĕтеççĕ.

20 Пуш, 2015

«Гастролерсем» Шупашкарта «такăннă»

Ростов облаçĕн çамрăкĕсем Чăваш Ен тĕп хулинче пĕр кунра 4 автомашина салонĕнчен тĕрлĕ пурлăх вăрлама ĕлкĕрнĕ - пĕтĕмпе 350 пин тенкĕлĕх.

Сĕмсĕр преступленисене Шупашкарта иртнĕ çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче регистрациленĕ. Вĕсем кĕске вăхăтра - 16-па 18 сехет хушшинче - пулнă. Машинăсен чÿречисене чулпа çапса ватнă, чаплă та хаклă «Тойота», «Ниссан», «Мерседес» автомобильсен салонĕсене тустарнă.

20 Пуш, 2015

Декларантсен йышĕ хушăнать

2015 çулшăн граждансем хăйсен тупăшне декларацилемелли кампани хĕрсе çитрĕ темелле. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри налук органĕсем уйрăм çынсенчен 29,2 пин ытла налук декларацийĕ йышăннă - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çак хисеп 13,7% хушăннă.

Хальлĕхе 991 декларацире 1 млн тенкĕрен пуçласа 10 млн тенкĕ таран тупăша кăтартнă. 10-100 млн тенкĕ тупăш илнине çирĕплетекеннисем - 10 деклараци. Сăмах май, пĕлтĕр çак кăтартусем 815-пе тата 5-пе танлашнăччĕ.

Pages