Больницăна юсаса çĕнетĕç

23 Пуш, 2015

ЧР Сывлăх сыхлав министерстви хула тĕп больницин Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртне реконструкцилес ыйтупа брифинг йĕркелерĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене министр çумĕ Наиля Зинетуллина тата çÿлерех асăннă больницăн тĕп тухтăрĕ Ирина Ефимова хуравларĕç.

Поликлиника çуртне 1956 çулта хăпартнă, ăна юсаса çĕнетме вăхăт çитнĕ. Ку ĕçе Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисен планне кĕртнĕ. 4-5 хутлă поликлиникăра мăн çынсене йышăнĕç, вĕсен сывлăхне тĕрĕслеме, малтанхи пулăшу пама пĕтĕм услови пулĕ. Çакăнтах хĕрарăмсен консультацийĕ ĕçлеме пуçлĕ.

Юсав вĕçлениччен çак тăрăхри çынсене хула клиника 1-мĕш больницинче тата Ленин проспектĕнчи 16-мĕш çуртри стоматологи поликлиникинче йышăнĕç.

Мария РОМАНСКАЯ.

Рубрика: