Начар вăрлăх чылай

20 Пуш, 2015

Мартăн 13-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсем кĕркунне хывнă тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен 47554 тонна вăрлăхне тĕрĕсленĕ. Унăн 21% кондициллĕ мар /пĕлтĕрхи çав кун тĕлне - 31%/. Çавнашкалли уйрăмах Улатăрсен нумай - 54%. Çĕмĕрлесен те вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах - 33%. Сĕнтĕрвăррисемпе Пăрачкавсен - 30%, Патăрьелсен - 26%, Канашсен - 25%, Етĕрнесен - 23%, Хĕрлĕ Чутайсемпе Тăвайсен - 24%, Элĕксен - 23%. Муркашсен - 21%, Красноармейскисен - 20%, Йĕпреçсен - 19%, Комсомольскисен - 17%, Елчĕк, Шупашкар, Шăмăршă, Вăрмар, Куславкка, Вăрнар районĕсен - 16-11%.

ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Павлов пĕлтернĕ тăрăх - мартăн 13-мĕшĕ тĕлне минерал удобренийĕ иртнĕ çулхи çав кунччен янтăланă чухлех - 5 пин ытла тонна. "Юсанă техника хисепĕ çулталăк каяллахинчен кăштах ытларах, - терĕ вăл. - Мĕнпур харпăрлăхлă хуçалăхсен 35% çуракине тухма хатĕр. Аграрисем акса-лартса хăварма кредит илеççĕ. Кĕске вăхăтлин тавăрмалли ставки - 20-23%. Хресченсене кăçал 415 млн тенкĕлĕх субсиди - вăл шутра иртнĕ çулшăн 200 млн - куçарса патăмăр. Ăна ака ирттермешкĕн явăçтарасса шанатпăр".

С.СЕРЕГИН.

Рубрика: