Ылтăн пике

21 Пуш, 2015

Иртнĕ ĕмĕр варриччен тĕнчери е Европăри çĕршывсенче кăна мар, Совет Союзĕн нумай кĕтесĕнче те чăваш спортсменĕсене никамах та пĕлмен. Пирĕн республикăри спортăн пирвайхи чи çутă çăлтăрĕ, паллах, Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ, кĕске дистанцисене чупассипе СССР рекордне 16 хут çĕнетнĕ Ардалион Игнатьев олимпиец. Чăваш хĕрĕсене илес пулсан вара тĕнчери пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине хăпарма Шупашкарти коопераци институчĕн доценчĕ, тĕнче спорт мастерĕ, Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патăрьел районĕн хисеплĕ гражданинĕ Александра Деверинская тивĕçнĕ. Çак кунсенче вăл хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Пирĕн республикăра спортăн чи лайăх аталаннă енĕ çăмăл атлетика шутланать. 40-50-60 çул каялла тĕрлĕ дистанцие чупакан Маша Кондрашкина, Гиана Романова, Николай Пуклаков, хăвăрт утакан Виктор Семеновпа Михаил Алексеев çĕршыври ăмăртусенчен кăна мар, Европа чемпионачĕсенчен те тĕрлĕ медальпе таврăннă. СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Гиана Романова, Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕскер, Ардалион Игнатьев хыççăн Европа чемпионатĕнче çĕнтернĕ иккĕмĕш çăмăл атлет. 1978 çулта Прагăра иртнĕ Европа чемпионатĕнче Шупашкарти çыхăну техникумĕн студентки 1500 метрлă дистанцие 3 минут та 59 çеккунтра вĕçленĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнса ылтăн медале тивĕçнĕ. Çак вăхăт - континент чемпионачĕсен çĕнĕ рекорчĕ.

1981 çулхи июлĕн 24-мĕшĕнче Ленинградра иртнĕ СССР чемпионатĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика институчĕн студентки А.Деверинская пилĕк çухрăма 22 минут та 50 çеккунтра утса тухса пĕрремĕш вырăн йышăннă кăна мар, тĕнче рекордне те çĕнетнĕ. Çак ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн тепĕр сехетренех Пĕтĕм Союзри радио тата телекурав Нева хĕрринче пуçланнă çĕршыв чемпионатĕнче пуринчен те лайăхрах вăхăт чăваш хĕрĕ кăтартни, вăл, Шура Деверинская, тĕнче рекордсменкин ятне тивĕçни çинчен пĕлтернĕ.

...Спортри çитĕнÿсем нихăçан та хăй тĕллĕн тата хăвăрт килмеççĕ. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ Шурăна çăмăл атлетикăпа туслашма чи малтан Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкулти физкультура учителĕ Мевлет Зейнетдинов пулăшнă.

1970 çулсен варринче А.Деверинская тăван район чысне республикăри яшсемпе хĕрсен ăмăртăвĕсенче хÿтĕлет, 400 тата 800 метрлă дистанцисенче малти вырăнсене йышăнать. Лайăх астăватăп: 1977 çулхи июль варринче, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн тепĕр виçĕ эрнеренех, Шура республикăри «Урожай» спорт обществин чемпионатĕнче 800 тата 1500 метра чупса пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Кĕçех Пăлаçи вунçиччĕри чăтăмлă та хастар пики педагогика институчĕн физкультура факультечĕн студентки пулса тăчĕ. 5000 метра чупассипе Пĕтĕм тĕнчери универсиада чемпионĕ пулнă Николай Пуклаков доцент ертсе пынипе А.Деверинская виçĕ çул республика чысне вăтам дистанцисене чупассипе хÿтĕлерĕ.

Пирĕн республикăри хăвăрт утакансем çур ĕмĕр каяллах Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тума пуçланă, Элĕк районĕнчи Василий Семеновпа Геннадий Иванов тата Шăмăршăри Николай Пименов СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Хăвăрт утма юратакан хĕрсен ăмăртăвĕсене вара Раççейре пуçласа 1979 çулта ирттернĕ. Тепĕр çулхинех пĕртăван Василий тата Геннадий Семеновсем тăрăшнипе Шупашкарти хастар студенткăсем те хăвăрт утма вĕреннĕ.

1980 çулхи сентябрьте хăйĕнпе тантăш хĕрсем Гузовский вăрманĕ çумĕнчи тротуарпа хитре те хăвăрт утса пынине асăрханă А.Деверинская. Нимĕн те калаймăн, питĕ килĕшÿллĕ: хумлă шывра ишекен акăш тейĕн. Унччен те пулман, педагогика институчĕн виççĕмĕш курс студентки умне яштака пÿллĕ, тирпейлĕ сухаллă вăтам çулсенчи арçын тухса тăнă. Лăпкă калаçу. Тĕрлĕ ыйту. Тротуарпа васкаса утакан 18-20 çулсенчи хĕрсем çитес сезонра çĕршыв чемпионатне хутшăнассине пĕлсессĕн Шура тĕлĕнсех кайнă.

Геннадий Семенов, ку вара шăпах вăл пулнă, хĕре тренировкăсене хутшăнма сĕннĕ.

Анчах та пулас педагог васкаман. Спортăн ку тĕсĕпе ăнăçу тума май килмест пек туйăннă ăна. Апла пулин те А.Деверинская тĕвĕленме пуçланă ыйтăва хăйĕн тренерĕпе Николай Пуклаковпа хускатнă.

- Хăвăрт утакан хĕрсем пирĕн институт командинче те пулмалла. Эпĕ халиччен сăнанă тăрăх, хăвăрт утассипе СССР спорт мастерĕ Геннадий Семенов - пирĕн саманари чи пултаруллă чăваш тренерĕ. Чăннипех те, çывăх кунсенчех вăл ертсе пынипе илемлĕ те хăвăрт утма вĕренсен, малашне сана студентсен Универсиадисенче те курăпăр. Çулу такăр пултăр, Шура, - тенĕ ăна Николай Иванович.

Нихăçан та манмасть çав ире А.Деверинская. 1980 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче çурçĕртен вĕрекен кăра çил тата кĕрхи сивĕ чĕпĕтнине пăхмасăр тренировкăна тухнă вăл. Хăй вăхăтĕнче çĕршывĕпе паллă спортсменсем пулнă Н.Пуклаковпа Г.Семенов йăнăшман. Тепĕр 3-4 уйăхранах Шура çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерме пуçлать. Республикăри «Буревестник» спорт обществин хĕллехи чемпионатĕнче вăл çăмăллăнах пилĕк çухрăмлă дистанцире çĕнтерет. Май уйăхĕн варринче Молдави тĕп хулинчи Кишиневра хăвăрт утассипе СССР Кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртнĕ. Хăйĕн юратнă дистанцийĕнче А.Деверинская 4-мĕш вырăн йышăннă, СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Тепĕр икĕ уйăхран вара çĕршывăн çуллахи чемпионатĕнчен студентка ылтăн медальпе таврăнать. Шура унта кăтартнă результат тĕнче спорт мастерĕн нормативĕпе танлашать. Лайăх астăватăп: çуллахи шăрăх кун Шупашкарти аэропортра ăна тантăшĕсем, тăванĕсем, вун-вун спортсменпа физкультурник кĕтсе илчĕç. Хытă пăлханчĕ ун чухне СССР чемпионки тата тĕнчен çĕнĕ рекордсменки, савăннине ниепле те пытараймасăр сенкер куçне аппăшĕ панă тутăрпа типĕтрĕ.

...Испанири чи паллă та илемлĕ хуласенчен пĕринче Валенсире 1981 çулхи октябрь пуçламăшĕнче тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн хĕрĕхе яхăн çĕршыври хăвăрт утакансем вăй виçнĕ. СССР командинче тăватă хĕр: Ярославльти Люда Хрущева, Новосибирскри Наташа Шарыпова, Шупашкарти Оля Чугуновăпа Шура Деверинская. Пурте вĕсем урăх çĕршыври пысăк ăмăртăва пуçласа хутшăннă, çапах та çивĕч кĕрешÿре тĕнче Кубокне Совет Союзĕн туслă команди çĕнсе илнĕ. Çапла майпа пирĕн хĕрсем Испанирен ылтăн медальпе тата хаклă парнесемпе таврăннă.

Уйрăм спортсменкăсене илес пулсан, 5 çухрăмлă дистанцире пĕрремĕш вырăн Швецири Сюзанна Густавссон йышăннă. Ун хыççăнах финиша Чăваш педагогика институчĕн студентки çитнĕ. Çапла майпа А.Деверинская дебютантка ылтăн медальпе пĕрле кĕмĕллине те илнĕ.

1982 çулта Александра Тимофеевна пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Вăл Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорт мастерĕн кандидатне, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетне пĕтернĕ Николай травматолога качча тухрĕ. Кольăпа Шура малашне тренировкăсене пĕрле çÿреме пуçларĕç. Çав çулхинех А.Григорьева-Деверинская тĕрлĕ пысăк ăмăртура ултă ылтăн тата кĕмĕл медальсем çĕнсе илме пултарчĕ, икĕ хутчен хăйĕн тĕнче рекордне лайăхлатрĕ.

80-мĕш çулсен варринче те пысăк çитĕнÿсем турĕ вăл - чăвашсен чи сумлă çăмăл атлечĕ, икĕ ывăл, Андрюшăпа Сашăн, ытарайми амăшĕ, Чăваш АССР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн яваплă ĕçченĕ. 1989 çулччен çĕршыв чемпионачĕсенче тата виçĕ хутчен çĕнтерчĕ, СССР Кубокне тивĕçрĕ, Японири Кобэ хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери универсиадăра тата тĕнче шайĕнчи ытти ăмăртура малти вырăнсене йышăнса çирĕме яхăн медале тивĕçрĕ, тăван Чăваш Ен чапне тата çÿлерех çĕклерĕ.

Ĕненес те килмест: вăтăр çул ытларах каялла ылтăнланма пуçланă Александра Тимофеевна çак кунсенче 55 çул тултарчĕ. Çав-çавах йăрăс пÿллĕ вăл, ĕçчен те вашават, хаваслă та хастар ĕлккен хĕр пекех паян халăх хуçалăхĕн пулас ĕçченĕсене вĕрентекен, пур ентеше те çирĕп сывлăхлă пулма пиллекен тĕнчен чи пирвайхи рекордсменки.

Петр СИДОРОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.