Автостоянка ют мар та...
Следстви комитечĕн асăннă пайĕ тĕпчекен тепĕр тĕслĕхре те сăмах сумлă должноçри çын пирки пырать. Шалти ĕçсен министерствин Çĕрпÿри пайĕн пуçлăхĕн заместителĕсенчен пĕрне должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă тата предприниматель ĕçне саккуна пăсса хутшăннă тесе шанмаççĕ.
Следстви версийĕпе - 2013 çулхи сентябрьтен тытăнса кăçалхи февральчченех пакунлă çав çын хăйĕн пĕлĕшĕсене - предпринимательсене - пулăшнă. Саккунпа çапла тума юраманнине пăхмасăр предприниматель ĕçне хутшăннă.