Новости по теме

25 Пуш, 2015

"Сывлăх", 11 /827/ №, 25. 03. 2015

о Чĕре бальзамĕ.
о Гастрит вĕрĕлсен.
о Шăл туни чирлĕ...
о Харлаттарсан - купăста.
о Хурăн папкипе сĕткенĕ.
о Варикоз аптратсан.
о Мăкăль ан тухтăр.
о Кăшман квасĕпе банан пăтти.
о Тухтăр канашĕ: "Инфаркт хыççăн сывлăха лайăхлатма".
о Вар хытнинчен хăтараççĕ.
о Хĕвел тĕслĕ çимĕçсен хăвачĕ пысăк.
о Бронхитран - эликсир.
о Щит евĕрлĕ пар çителĕксĕр ĕçлет.
о Пăнчă йăлтах çухалтăр.
о Ыхра терапийĕ.
24 Пуш, 2015

Тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрне Навруз пĕр чăмăра пухрĕ

Чăваш Енре мăсăльмансен тата тĕрĕк халăхĕсен чи пысăк уявне — Навруза паллă турĕç. Хĕвел тухăç календарĕпе ку уяв çĕнĕ çул çитнине пĕлтерет. Çут тĕнче хĕл ыйхинчен вăраннă вăхăтра навруза паллă тăвакан халăхсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса каçару ыйтаççĕ, туслă пурăнма тупа тăваççĕ.
«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

24 Пуш, 2015

Наркопритон хуçисене тытса чарнă

«Çĕнĕ Шупашкар çынни, маларах та саккунпа урлă пулнăскер, хăйĕн хваттерĕнче дезоморфин хатĕрлемелли «цех» туса хунă, - пĕлтерчĕ ЧР Наркотĕрĕслев управленийĕн пресс-служби. - 55 çулти арçын çак наркăмăшпа хăй те усă курнă, ыттисене те сăйланă. Пĕлĕшĕпе пĕрле притон тытса тăнă вăл».

24 Пуш, 2015

Çуркунне пуçланнине уявларĕç

Мартăн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пĕтĕм тĕнчери Новруз уявне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Тухăç халăхĕсен календарĕпе Новруз - çĕнĕ çул, çуркунне пуçланни. Çутçанталăк чĕрĕлĕвне чыслани, çураçупа тасату праçникĕ. Çĕр çинчи мĕнпур халăха вăл пĕрле, туслă, килĕштерсе пурăнма чĕнет. 21-мĕшĕнчен пуçласа 13 кун ырă ĕçсем кăна тумалла. Вара çулталăк тăршшĕпех ырри кăна пулĕ.

24 Пуш, 2015

Тарса ÿкеймен

Канашри суту-илÿ центрĕнчи пĕр лавккара 14-15 çулсенчи икĕ ача кроссовки вăрлама тăнă. Тарса ÿкеймен...

Тумтире тăхăнса пăхмалли пÿлмере вĕсем курупкари кроссовкине хăйсен кутамккине илсе чикнĕ. Пушă курупкана вара ытти тавар патне витрина çине каялла хунă. Анчах сутуçăсем çакна сиснĕ. Касса патĕнчен иртекенскерсене чарăнма сĕннĕ. Кусем вара вырăнтан мулкач пек тапса сикнĕ.

24 Пуш, 2015

Иккĕшĕ те вилнĕ

Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнче вырăнти ялхуçалăх предприятийĕн территорийĕнче «Газель» автомобиль салонĕнче икĕ çын виллине тупнă. Вĕсем 30 çулти арçынпа хĕрарăм - кунти автомойка ĕçченĕсем - пулнă.

24 Пуш, 2015

«Хыпар» 49-50 (26701-26702) №№. 24.03.2015

Хевтесĕр ачасене ыттисемпе пĕрлех вĕрентмелле. Ачасен пурнăçĕпе, вĕсен аталанăвĕпе тата воспитанийĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас ĕçе патшалăх тата общество тÿрремĕнех хутшăнма тивĕç.

Хресчен, эсĕ акана хатĕр-и? «2015 çулта çуракине кĕске вăхăтра тата пысăк хăвăртлăхпа ирттермелли мерăсем çинчен» ыйтупа семинар-канашлу иртрĕ.

Халăхран пухакан сĕт хакне ÿстерсен ял çыннисем республикăна сĕт айне тума шантараççĕ. Михаил Игнатьев Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи, Канаш хулинчи вăрçă тата тыл ветеранĕсен пĕр ушкăнне «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 70 çул тултарни» юбилей медалĕпе наградăларĕ.

«Юрла, чăваш пики, юрла!» "Чăваш çĕршывĕнче хĕрарăм юрăçсем, паллах, сахал мар пулĕ. Анчах та мана Клара Чекушкина хăй халăхĕн юррисене юрлани питĕ килĕшет", - çырнă хăй вăхăтĕнче Мари АССР халăх поэчĕ Семен Вишневский.

Тĕрĕслĕх çиеле тухрĕ. Чылай çул иртсен. 35 çул каялла, 1980 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче, Мускав вăхăчĕпе 19 сехет те 1 минутра, Архангельск тăрăхĕ темиçе взрыв сассипе хупланнă.

Pages