Лапшу Çтаппанĕн кивелми халапĕсем

25 Пуш, 2015

Раççейри Литература тата Республикăмăрти Константин Иванов çулталăкне халалласа Чăваш кĕнеке издательстви "Кивелми кĕнеке" ярăм пуçарса янă. Нумаях пулмасть çак ярăмпа пĕрремĕш кĕнеке - Куçма Чулкаçăн "Сунарçă халапĕсем" - пин экземплярпа кун çути курчĕ. Унта чăвашсен чи паллă "сунарçи" Лапшу Çтаппанĕ юптарнă вунпĕр юмах кĕнĕ.

Малтанхи халапнех, "Пĕр каçрах çĕр те икĕ куян тытрăм" ятлăскерне, çыравçă "Хисеплĕ ачасем!" тенинчен пуçлать, вара тăршшĕпех вĕтĕр-шакăрпа куçа-куçăн калаçнă пек уççăн та çăмăллăн юптарса пырать. Юмахсенчи сăнарсен ячĕсемех мĕне тăраççĕ! Чăн чăвашла, ялтилле янăраççĕ: Кăтра Карачăм, Кусар Матви, Вĕçкĕн Ваççа, Карсак Çтаппанĕ, Çатма Петĕрĕ, Качун Микулайĕ, Мускав Петĕрĕ, Ярми Сахарĕ... Шÿтлеме те ăста Куçма ЧулкаçЛапшу Çтаппанĕ. Акă "Кашкăрне чĕрĕллех тытрăм, анчах сылтăм аллăм аманчĕ" халапри пĕр пĕчĕк сыпăк:

"...Манăн лаша умĕнче пĕр выçă кашкăр лара парать. Хăй çăварне карса пăрахнă та лашана кăна мар, хама та тăлăпĕ-мĕнĕпех çăтса ярасшăн туйăнать.

- Пăрăн, çул пар! - кăшкăратăп кашкăра.

Анчах вăл мана илтсен те илтмĕш пулса хăй вырăнĕнчен хăнк та сикмест. ...Пĕччен нимĕн тума аптранипе хампа юнашар ларакан карчăка чавсинчен тĕртсе систертĕм.

- Карчăк, умра выçă кашкăр ларать. Çăварне хам кĕрсе каям-и е сана пăрахса парам-и? - тетĕп."

Малалла мĕн пулнине, паллах, çĕнĕ те илĕртÿллĕ кĕнекене алла тытса вуласан кăна пĕлме пултаратăр. Кĕнеке художникĕ - П.Н.Сергеев, редакторĕ - О.М.Иванова. Издательство вулакан патне "Кивелми кĕнеке" ярăмпа интереслĕ кăларăмсем татах та çитерме палăртнă. Вĕсен йышĕнче Константин Ивановăн "Сентти", Григорий Лучăн "Шип-шип", Михаил Козловăн "Кашни утăмрах тĕлĕнтермĕш" хайлавĕсем.

Р.ПОЛИКАРПОВА