Декларантсен йышĕ хушăнать

20 Пуш, 2015

2015 çулшăн граждансем хăйсен тупăшне декларацилемелли кампани хĕрсе çитрĕ темелле. Мартăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри налук органĕсем уйрăм çынсенчен 29,2 пин ытла налук декларацийĕ йышăннă - пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан çак хисеп 13,7% хушăннă.

Хальлĕхе 991 декларацире 1 млн тенкĕрен пуçласа 10 млн тенкĕ таран тупăша кăтартнă. 10-100 млн тенкĕ тупăш илнине çирĕплетекеннисем - 10 деклараци. Сăмах май, пĕлтĕр çак кăтартусем 815-пе тата 5-пе танлашнăччĕ.

Чăваш Енре пурăнакансем тупăша налук хумалли виçерен кăлармалли çăмăллăхпа анлăн усă кураççĕ. Социаллă «вычет» илес тĕллевпе 7,2 пин çын деклараци панă, 19,7 пин çын çурт-йĕр туяннине кура çак правăпа усă курасшăн. Ку цифрăсем те иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 34% пысăкрах.

Раççей Налук кодексĕн 228 статйипе килĕшÿллĕн деклараци памалли тивĕçе 5,3 пин çын пурнăçланă - пĕлтĕрхинчен 17% нумайрах. Çак шутра - пурлăха арендăна парса тупăш илнĕ налук тÿлекенсем, налук тытса юлмасăр услам илнĕ граждансем, ыттисем.

Федерацин налук службин республикăри управленийĕ тупăша декларацилеме тивĕç çынсен çакна 2015 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр пурнăçламаллине тепĕр хут аса илтерет. Налук тĕлĕшпе «вычет» илмелли правăпа усă курмашкăн ыйтса çырма вара çулталăк тăршшĕпех май пур.

Налук декларацийĕн бланкне хăвăр пурăнакан вырăнти налук органĕнче параççĕ е налук службин сайтĕнчен пичетлесе кăларма пулать. Çавăн пекех сайтра «Деклараци-2014» программа вырнаçтарнă, налук отчетне унпа усă курса хатĕрлеме май пур.

Н.ДМИТРИЕВ

Рубрика: