Командировка

21 Пуш, 2015

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Килтен тухсанах тĕл пулнă карчăкăн кăмăлĕ лайăх пулчĕ пулас. Палăртнă çĕре питĕ ăнăçлă çитрĕм. Телейĕме пула хамăн çамрăк чухне юратнă тусăм Оля килтех пулчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне мăшăрпа ирттерме Турă çырман пулĕ тесе урăх каччăпа пĕрлешме шухăшламан. Çут тĕнчене килнĕ пĕртен-пĕр ачипе йăпанса пурăннă.

Оля мана питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ, савăнăçне те пытармарĕ. Ачи пилĕк çула çитсен хăйĕн ашшĕне курма пултарни те ăна килĕшрĕ. Кил хуçи сĕтел çине хатĕрлесе çитернĕ çĕре пĕчĕк Вова урамран кĕчĕ. Пÿртре ют çын пуррине курсан вăл хăюсăрланчĕ. Çакна сиссе амăшĕ:

- Вова, эсĕ унран ан ютшăн. Вăл - эсĕ тахçанах кĕтекен аçу, - терĕ.

Эпĕ ачана сывлăх сунса алă патăм, вăл та парăмра юлмарĕ, ман алла шарт тутарчĕ. Маттур ача. Эпĕ унăн питĕнче хамăн пĕчĕк чухнехи сăнăма курса савăнтăм.

Акă вăл пурнăç, шăпа пÿрнĕ телейĕм! Акă вăл ватă аттепе аннен мăнукĕ! Еплерех маттурскер. Анчах вĕсем хăйсен мăнукне чĕрçи çинче тытса ларса юратаймаççĕ. Хам айăплă йăлтах. Çапла шухăшларăм хама хирĕç тенкел çинче ларакан хĕрарăм çине пăхса.

Çавăнтах çамрăк чухнехи самантсем, унпа кăвак çутă киличченех йăмра айĕнчи сак çинче ларнă вăхăтри ÿкерчĕксем куç умне тухса тăчĕç.

Эпĕ, çак самантра куççулĕ те кăларма хатĕрскер, аран-аран тытса чартăм хама. Сĕтел хушшинчен тухсан иртнĕ кунсенче тунă хамăрăн йăнăшсене юнашар ларсах аса илтĕмĕр, ăна тÿрлетме майсем шырарăмăр. Чылайччен лартăмăр виççĕн пÿлĕмре. Вова - ман чĕрçи çинче. Вăл, кунĕпе садикре чупса ывăннăскер, часах вырăн çине выртрĕ те тĕлĕрсе кайрĕ.

Çутă килсен çеç выртрăмăр эпир канма. Эпĕ чылайччен çывăрнă. Сăмсана кухньăран тутлă апат шăрши кăтăкланипе вăранса кайрăм. Оля паçăрах ура çинче пулас. Эпĕ вăл ман çумран тăрса кайнине те туйман. Маттурскер кухньăра темĕн ăшалать.

Пĕр эрне сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Оля мана аслă çул хĕррине çитичченех ăсатса ячĕ. Автобуссен чарăнăвĕнче чылай тăма тиврĕ. Каç пулчĕ. Тавралăха тĕттĕм сăн çапрĕ.

Акă аякран виçĕ «фура» тавралăха çутатса килеççĕ. Эпĕ алла тăратса лартса кайма ыйтрăм. Ман тĕле çитсен малти чарăнчĕ.

- Сирĕн ăçта çити каймалла? - терĕ кабина алăкне уçса водитель.

- Юхма тăрăхне. Тархасшăн, лартса кайăр, - терĕм.

- Тархасшăн, сире валли хамăр канакан пÿлĕмре вырăн пур, - терĕ вырăс чĕлхине начар пĕлекен шофер аллипе хыçалалла кăтартса, - унта хамăрăн çул çинчи кичемлĕхе йăпатмалли чĕрĕ пукане пур. Эсир ăна ан тĕкĕнĕр.

Кăтартнă вырăна вырнаçрăм та çумра çын пуррине туйрăм. Те арçын вăл, те хĕрарăм, ăнланаймарăм.

Кас-кас çумра выртакан çынран эрех шăрши кĕнине туятăп. «Килне каять-ши е ман пекех телейне шырама тухнă-ши?» - явăнать пуçăмра шухăш.

Фура тикĕссĕн малаллах шăвать. Вăхăт-вăхăт тăвалла хăпарать пулас - мĕкĕрсе ĕçлет.

Чылай вăхăтран тормоз шăхăрса илчĕ те машина чарăнчĕ.

- Юхма тăрăхне çитрĕмĕр, анса юлма пултаратăр. Пукане, эсĕ те анса юл. Сирĕн кунта нумаях тăма тивмĕ, часах «дальняксем» килсе çитĕç, эсир çак çулпах каялла ларса кайăр. Пире малта теприсем кĕтеççĕ, - терĕ шофер пуканене куç хĕссе.

Эпĕ хама вырăна çитернĕ шофера тав турăм, малалла кайма ырă сунтăм.

Чарăнура тĕттĕмре манпа пĕрле анса юлнă хĕрарăма сăнатăп.

- Сирĕн, чиперккеçĕм, ăçта каймалла, ăçтисем пулатăр-ха? - тетĕп, ун çинчи хаклă тиртен çĕленĕ кĕрĕкĕнчен тĕлĕнсе.

- Хăвăрăн ăçта каймалла-ха? - ыйтрĕ ман ыйтăва хуравламасăрах.

- Кăрмăш тăрăхĕнчи Çырмапуç ялне, - пулчĕ ман хурав.

- Çĕр çухрăм ытла çумра выртса килсе те эпĕ хăвăн арăму пулнине туйса илеймерĕн, пăру, - терĕ лÿчĕркеннĕ кĕрĕкне аллипе якатса тÿрлетсе.

- Командировкăран килетĕн апла, - терĕм хайхискер, хăй «командировкăна каятăп» тенине аса илсе.

Çапла калаçса тăнă вăхăтра мăнтăр пĕлĕтсен хыçĕнчен шуса тухнă çаврака тулли уйăх унăн питне çутатрĕ. Чăнласах манăн Паша иккен! Акă мĕнле командировкăра çÿрет вăл. Тинех унăн командировкăна каяс умĕнхи сăмахĕсем пуçа пырса кĕчĕç.

- Çĕршывра халĕ кризис, пире ĕç укçи памаççĕ. Тен, пухăнса пырсан эпир санпа çăмăл машина та туянăпăр, - тенĕччĕ.

Чăнах та вăл машина туяннă, çăмăлли мар тулĕк - 20 кустăрмаллă фура. Мана вăл çĕр çухрăм ытла лартса та килчĕ. Эпĕ унпа нумаях калаçса тăмарăм. Мана Ольăпа Вовăна киле илсе килес шухăшсем çĕрле пулсан та килелле васкатрĕç.

Патăрьел районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.