Новости по теме

13 Çурла, 2015

Китайра чăваш çамрăкĕсенчен тĕлĕннĕ

Июлĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа августăн 8-мĕшĕччен Китайри Чэнду хулинче çамрăксен форумĕ иртнĕ. Кунашкал мероприяти пĕлтĕр Самар облаçĕнче пулнăччĕ: "iВолга-2014" форума Китайри 150 студент килнĕччĕ. Хальхинче Китайра иртнĕ мероприятие Раççейре пурăнакан 152 çын хутшăннă. Вĕсенчен 11-шĕ - Чăваш Енрен.

13 Çурла, 2015

Уя, кантăр пуçтарма

Оперативлă шырав вăхăтĕнче Улатăр районĕнчи ял тăрăхĕсенчен пĕринче наркотĕрĕслев управленийĕн сотрудникĕсем хăй тĕллĕн ÿсекен кантăр тăррине пухса çÿрекен çамрăксене тытса чарнă. 22-ри яшсен çулне пÿлнĕ. Палăртнă тăрăх, курăк вĕсене хăйсене усă курмашкăн кирлĕ пулнă. Наркомансен кутамккинче 1 килограмм ытла типĕтнĕ марихуана тупнă.

Кантăр пуçтаракансем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсене уйрăмах пысăк виçепе наркотик илнĕшĕн, упранăшăн айăплама сăлтав пур. Хальлĕхе следстви пырать.

Алина ТИМОФЕЕВА.

13 Çурла, 2015

Тĕрмерен тухнă хыççăн хваттер панă

ЧР Прокуратури хушнипе Шупашкарти Ленин районĕн прокуратури 34-ри арçыннăн, çул çитмен чухне тăлăх ятне илтнĕскерĕн, ыйтăвне пăхса тухса тĕрĕслев ирттернĕ.

Палăртнă тăрăх, ача чухне вăл опекун патĕнче тата тăлăхсен çуртĕнче пурăннă: кунçул парнеленĕ хĕрарăма ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă, ашшĕ вилнĕ. Кун пек чухне те вĕсен хваттерĕ ачинех юлмалла та, анчах опекăпа попечительлĕх органĕ сăнаса çитерейменнине пула тăлăх кил-çуртсăр тăрса юлнă. Амăшĕ хваттере сутса янă, çамрăка черете вăхăтра тăратман.

13 Çурла, 2015

Хула кунĕнче

Тĕп хула хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи уяв программи анлă пулнине палăртмалла. Республикăна "Вĕршĕнсем" килессине иртнĕ номерте çырнăччĕ. Хула кунĕ тата мĕнпе тĕлĕнтерĕ?

13 Çурла, 2015

Стипендиатсене шыраççĕ

2015 çулхи августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен çамрăксен ятарлă премине илмешкĕн документсем тăратма май пур. Ăна вĕренÿре, обществăпа тĕпчев, ăслăлăхпа производство ĕçĕсенче, бизнесра, пултарулăхра пысăк çитĕнÿсем тунă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа параççĕ.

Аса илтеретпĕр: премие 14-30 çулсенчи çамрăксем çеç тивĕçееççĕ. Документсене тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 33-мĕш çуртра, ЧР Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче, йышăнаççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 62-89-36.

12 Çурла, 2015

Пурăнмалли çурт-йĕре республикăра 24 пин çын лайăхлатасшăн

Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура пурăнмалли условисене лайăхлатмалли программа мĕнле пурнăçланни пирки калаçрĕç.

Чăваш наци телевиденийĕ

12 Çурла, 2015

Республикăри темиçе муниципалитетра хула кунне паллă турĕç

Канмалли кунсенче республикăри темиçе муниципалитетра Хула кунне паллă турĕç. Çĕрпÿ хăнасене кĕрекене пĕрремĕш пухрĕ. Кăçал ăна никĕсленĕренпе 426 çул çитрĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

12 Çурла, 2015

75 пин гектар çинчен тыр-пул вырса кĕртнĕ

Раççейре 15 миллион гектар çинче вырма вĕçленнĕ, ку мĕн пур лаптăкăн 33 проценчĕ. 48 миллион тонна тыр-пул çапса илнĕ. Атăлçи тăрăхĕнче Пушкăрт, Мари, Мордва тата Чăваш Республикисĕр пуçне мĕн пур регионта тухăç чакнă. Кун пирки паян министерство тата ведомствосен ертÿçисемпе ирттерекен ларура каларĕç. Хирти ĕçсемпе республика ертÿçисем кăсăклансах тăраççĕ. Михаил Игнатьев хальхинче Çĕрпÿ районĕнче пулчĕ.

Чăваш наци телевиденийĕ

12 Çурла, 2015

Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен ертÿçисем ЧР Культура министрĕпе тата ЧНК Президенчĕпе ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсен "Тăван" ассоциаци президенчĕ Ираида Маслова тата Сургут хулинчи чăвашсен "Туслăх" наципе культура центрĕн ертÿçи Татьяна Кузьмина Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе Вадим Ефимовпа тата ЧНК Президенчĕпе Николай Угасловпа ĕçлĕ калаçу ирттерчĕç.

Ираида Масловăпа Татьяна Кузьмина çамрăк пулсан та -Тюмень тăрăхĕнчи чăвашсем йышĕнче хисеплĕ, ĕç тума пултаракан ертÿçĕсем.

12 Çурла, 2015

Библиотекăна 503 кĕнекепе пуянлатрĕ

Чăваш наци библиотеки çĕнĕ кăларăмсемпе пуянлансах тăрать. Палăртма кăмăллă: çак енĕпе вулакансем, республикăри паллă çынсем, предприятисемпе организацисем пысăк тÿпе хываççĕ. Вĕсем килти, çавăн пекех уйрăм çынсен коллекцийĕсенчи кăларăмсене парнелеççĕ.

Pages